Çĕнĕ професси — тӳлевсĕр

Чăваш Енре пурăнакансем çĕнĕ цифра профессине тӳлевсĕр вĕренме пултарĕç.

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм цифра сертификачĕсем илме ыйту йышăнĕç. Çак документпа çĕршывра малта пыракан аслă шкулсене вĕренме кĕме пулĕ. Кăçал Раççейĕпе 33 пине яхăн цифра сертификачĕ пама палăртнă. Чăваш Ен — çак проекта хутшăнакан 39 регион йышĕнче.

Ку документа илме 18 çултан аслăрах, пенси çулне çитмен, аслă е вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ, ĕçлеме пултаракан Раççей гражданинĕсен шанăç пур. Сертификат цифра экономикин 22 юхăмĕнчен пĕринпе патшалăх укçипе вĕренме май парать. Çакăн валли цифровойсертификат.рф сайтра регистрациленмелле.

www.hypar.ru

 



12 октября 2020
14:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter