Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

В республике проведут мониторинг соблюдения требований законодательства по запрету курения кальянов в кафе, ресторанах и барахЮпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Ку хутĕнче регион Пуҫлăхĕ кальян, сигарет таврашĕпе ҫыхăннă федераци саккунĕ пирки чарăнса тăнă, унти йĕркесем ҫинчен калаҫнă.  

Олег Николаев  чару пур çĕртех общество апатланăвĕн хăш-пĕр предприятийĕнче кальян туртма юраманни çине алă сулнипе çирĕплетнĕ. Иртнĕ кунсенче çакна хăй курса ĕненнĕ. Тивĕçлĕ тытăмсен представителĕсене явăçтарса рейдсем ирттерме хушнă вăл. Вăл ĕҫе Роспотребнадзор специалисчĕсене те явăҫтарма каланă.    

«Лайăх каласа ăнлантарсан та, саккуна ҫирĕп пăхăнмасан, вĕсене явап тыттарăпăр.  Чи малтанах асăрхаттару тăвăпăр, каярах вара ҫине-ҫине йĕрке пăсаҫҫĕ пулсан, явап тыттарма та тивĕ.  Халăха апатлантармалли вырăнсенче ҫак ҫӳлерех асăннă табаксене пачах та туртма юрамасть, этем сывлăхне хăрушлăх кăларса тăратаҫҫĕ.  Сигарет туртакан ҫын хăй сывлăхне кăна хавшатмасть, юнашар пулакан ҫынсене те сиен кӳрет», - тенĕ вăл.

Панхи канашлура кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă.  «Лидер» строительство компанийĕнчен çынсем хваттерсем илейменни пирки те калаçу пулнă. Олег Николаев компание панкрута кăларассине пуçарни çинчен каланă май пурăнмалли лаптăк туянма укçа хывнă çынсемпе малалла мĕнле ĕçлессипе кăсăкланнă. Строительство министрĕ Александр Героев хваттерсем тума пая кĕнĕ çынсемпе тĕл пулма палăртни пирки пĕлтернĕ - пĕтĕмпех тĕплĕ сӳтсе явасшăн. Регион ертӳçи асăрхаттарнă: кашни объекта тĕплĕ тишкермелле - «кашни çын мĕнле майпа тата хăш вăхăтра хваттер илессине пĕлсе тăтăр».

Алена Елизарова çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе нумай ачаллă çемьесене пĕр хут паракан 5 пин тенке мĕнле тӳленипе паллаштарнă. Çак укçана ачасене шкула кайма хатĕрлемешкĕн пама палăртнă. Тӳлеве кашни çын пуçне пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăш тивекен çемьесем илнĕ, илеççĕ. Пĕтĕмпе 70 миллион тенкĕ тăкакланать, хальлĕхе 11,7 пин ачашăн панă. Пĕтĕмпе вара 16 пине яхăн ачашăн укçа тӳлĕç. Алена Геннадьевна иккĕленмест: çак укçа тупăш пысăк мар çемьесемшĕн чăннипех вырăнлă тата вăхăтлă пулăшу пулса тăрать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хуçасăр объектсене регистрацилес ыйтупа сăмах илнĕ. Унашкаллисем питĕ нумай иккен - 3014 ытла шута илнĕ. Çав шутра - газ хуçалăхĕн 789 объекчĕ. Хуçасăрскерсене регистрацилемешкĕн вырăнти влаç органĕсене самай пысăк укçа кирлĕ, тепĕр енчен, çак ĕç вăраха каять - çакă та ура хурать. Хăш-пĕр муниципалитетра хуçасăр объектсем пушшех нумай.

Газ хуçалăхĕн объекчĕсем тĕлĕшпе вара çакнашкал хуçасăрлăх пысăк çухатупа çаврăнса тухасси те часах. Олег Николаев Газпром хăйĕн ĕç йĕркине улăштарма хатĕрленнине аса илтернĕ. Унччен вăл газ магистралĕсене кăна тунă, малашне вара газа абонентсем патне илсе çитересси те ун çинчех пулмалла. Çавна май хайхи хуçасăр объектсем айккинче юлма, вĕсене газ пама пăрахмашкăн пултарас хăрушлăх та çук мар. Çавăнпа та Олег Алексеевич газпа çыхăннă пĕтĕм хуçалăха тĕплĕ шута илсе регистрацилеме хушнă, инвентаризаци ĕçне вăраха тăсса яма та юрамасть.

  Паян канашлура тепĕр актуаллă ыйту пирки те чарăнса тăнă, халăха грипран прививка тумалли ҫинчен сӳтсе явнă. «Чăваш Енре хальлĕхе тăнăçлăха упрама май килет, анчах Раççейре лару-тăру çивĕчленни палăрать. Çавăнпа та хăрушсăрлăхăн мĕн пур мерине пĕр пăркаланмасăр пурнăçламалла»,  - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паянхи куна регионта пурăнакан 238 пин ҫынна прививка тунине хыпарланă.  Планпа пăхса хăварнинчен вăл кăтарту 19,5 процентпа танлашать.

Фоторепортаж



12 октября 2020
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter