«Шурă туя» акци иртĕ

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре «Шурă туя: хирĕç утăм» уйăхлăх акци пуçланать.

Çак тапхăрта Раççейре çулленех Шурă туя уйăхлăхĕ иртет. Ăна Пĕтĕм тĕнчери Шурă Туя тата Суккăр çынсен кунĕсене халалланă. Çавна май Лев Толстой ячĕллĕ библиотекăра «Шурă туя: хирĕç утăм» уйăхлăхпа килĕшӳллĕн тĕрлĕрен мероприяти иртет.

Чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче куçсăр интеллектуалсем валли «Эрудит» турнир иртĕ. Ыйтусенче виçĕ тема пулĕ: «Истори тата хальхи пурнăç», «Тăван çĕршывăн аслă вăрçи литературăра», «Чăваш автономийĕ 100 çулта».

www.hypar.ru



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
12 октября 2020
14:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter