Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Раҫҫей почти» АО Атăл макрорегионăн директорĕпе Александр Вакуленкопа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Олег Николаев втретился с директором макрорегиона Волга АО «Почта России» Александром Вакуленко Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Раҫҫей почти» АО Атăл макрорегионăн директорĕпе Александр Вакуленкопа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

«Раҫҫей почти» Атăл макрорегионăн директорĕ Александр Вакуленко регион Ертӳҫине Чăваш Енри Почта Управленийĕн ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан пулма Максим Ладилова шанни пирки пĕлтернĕ.   

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче ҫĕнĕ ертӳҫĕ пуласси почта сферинче паха ĕҫ опытне чылай пухнине, Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗнче 2006 ҫултан пуҫласа директор ҫумĕ пулса вăй хунине палăртнă.  

Тĕлпулăва паян Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, УФПС экс-директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Тимофеев хутшăннă.  Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем палăртнă тĕллевсене сӳтсе явнă, пуласлăхри ҫĕнĕ технологисем пирки канашланă, республикӑри халӑха почта пулӑшӑвӗпе сервисӗн мӗнпур тӗсӗпе туллин тивӗҫтермеллине каланă.  



13 октября 2020
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter