Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Август» АО Фирмăн Генеральнăй директорĕпе Александр Усковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Вурнарский завод смесевых препаратов планирует наращивать производствоЮпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Август» АО Фирмăн Генеральнăй директорĕпе Александр Усковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем Вăрнарти заводпа килĕшсе ĕҫлесси пирки  ыйтусене сӳтсе явнă.  

Ӳсен-тăрансене хӳтĕлеме май паракан хими препарачĕсене тирпейлесе кăларакан чи пысăк предприятисенчен пĕри – «Август» АО Фирма шутланать.

Александр Усков хăйĕн сăмахĕнче ҫулталăкне завод Раҫҫейри мĕнпур субъектсене хăйсен таварĕсемпе тивĕҫтернине, ҫвăн пекех ют ҫĕршывсем те хапăл тусах йышăннине хыпарланă вăл.

Компани ертӳҫи пуласлăхри тĕллевсем пирки те каласа кăтартнă регион Ертӳҫине.  Таварсен калăпăшне ӳстерессипе ҫыхăннă ҫĕнĕ проектсем ҫинчен чарăнса тăнă.  «Паян Вăрнарти заводăн ĕҫĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашрăр. Ҫитĕнӳсене курса ĕнентĕмĕр.  Таварсем пирĕн тăрăхра анчах мар, ют ҫĕршывсенче те анлă сарăлнă», - тенĕ вăл.  

Олег Николаев «Август» фирма етӳлĕхне тухăҫлă ĕҫленĕшĕн мухтанă, вĕсен ĕҫĕсем ыттисемшĕн тĕслĕхре тенĕ.

«Чăваш Енре экологи тĕлĕшĕнчен паха таварсем тирпейлесе кăларма аван.  Пысăк технологи витĕмлĕхĕ те предприятисенче куҫкĕретех.  Ял хуҫалăхĕпе ҫыхăннă ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртме эпир яланах витĕм кӳме хатĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Уҫă калаҫăва палăртнă кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин промышленноҫ тата энергетика министрĕ Евгений Герасимов, «Август» фирмăн Вăрнарти филиалĕн генеральнăй директорĕ Владимир Свешников хутшăннă.

 



13 октября 2020
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter