Чӑваш Ен предпринимателӗсем ҫĕнĕ пулӑшусем тивĕҫĕҫ

Предприниматели Чувашии получат новые меры поддержки  

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев предпринимательлĕх тата инвестици активлăхне аталантарассипе, вĕсене хӳтĕлессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче мероприятине бизнес тытăмра вăй хуракансем чылайăн пухăннă. Район, хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсем те килсе ҫитнĕ палăртнă ларăва.

Ĕҫе пухăннисем  инвестици явăҫтарассипе хатĕрленĕ наци рейтингĕн кăтартăвĕсене сӳтсе явнă. Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче пирĕн регион 2019-мĕш ҫул  ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх 38-мĕш вырăна тухнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн докладĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Вĕсене татса парассипе ытларах влаҫ органĕсенче тăрăшакансен пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă вăл. Ĕҫ климатне улăштарас тесен, региона инвестици явăҫтарас пулсан, ҫурт-йĕрсем хăпартса лартма ирĕк паракан процедурăсен тухăҫлăхне ӳстерсен вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ ларăва пухăннисем. Ҫĕрсене кадастр учетне илессипе те тепĕр чухне ĕҫ-пуҫ вăраха тăсăлса кайнине ҫирĕплетеҫҫĕ инвесторсем.  Йывăрлăх кăларса тăратакан тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – тăтăшах предпринимательсен ĕҫне тĕрĕслесе пыни тесе кал-кал ĕҫлеме чăрмав кӳрет тесе палăртаҫҫĕ предпринимательсем. Патшалăх енчен куҫакан тĕревсене те анлăлатсан аван пулнă пулĕччĕ теҫҫĕ специалистсем, вĕсене тивĕҫмелли условисене ҫăмăллатсан тем пекех тесе калаҫҫĕ вĕсем.  Кун пирки ыйтăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев пĕрре мар хăй ирттернĕ канашлусенче хускатать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков  саккуна кĕртме хатĕрленĕ ҫăмăллăхсем пирки чарăнса тăнă, налук енпе ҫыхăннă ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен те каласа кăтартнă.

«Предпринимательлĕх пайĕнче тепре чухне сахал мар кĕтменлĕхсем сиксе тухаҫҫĕ. Чылай чухне укҫа-тенкĕ ыйтăвĕ те чăрмав кӳрет.  Налук каникулĕсем вăй-хăват кӳме витĕм кĕреҫҫĕ.  Кун пек пулăшусем пирки регионта ĕҫ йĕркине 2024-мĕш ҫулчченех йышăнса хăварсан та аван пулнă пулĕччĕ», - тесе палăртса каланă Михаил Ноздряков.

Республикăри аслă шкулсен ректорĕсем хăйсен сĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Студентсем валли уйăрнă общежитисенче налук ҫăмăллăхĕсене ҫĕнĕлле пăхса тухма каланă.  Пурлăхшăн тӳлемелли налуксене пĕчĕклетме май пуррипе ҫукки ҫинчен сăмахланă канашлăва пухăннисем.  Пĕтĕмпе Чăваш Республикин Финанс министерстви налук ҫăмăллăхĕсене 300 млн тенкĕлĕх хакланă.   

Федерацин Налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Марина Петрова Республика Правительстви сĕнекен налук ҫăмăллăхĕсем вырăнлă тесе палăртнă. «Кун пек ҫĕнĕ йĕркесене эпир нихăҫан та бизнес сферинче вăй хуракансем валли йышăнман», - тенĕ хăйĕн докладĕнче.  

Налук енĕпе ҫыхăннă ҫăмăллăхсене, йĕркеленĕ ĕҫ хучĕсене  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче пăхса тухма тĕллев лартнă, ун чухне саккунри ҫĕнĕлĕхсене тĕплĕнрех тишкерме плана кĕртнĕ.  

Фоторепортаж



14 октября 2020
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter