Чӑваш Енре Сăр тата Хусан оборона чиккин строительствин 80 çулне халалланă асăну медалĕн эскизне хатĕрлемелли конкурс ирттерĕҫ

В Чувашии проведут конкурс на лучший эскиз медали в честь подвига строителей Сурского и Казанского рубежейЮпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Сăрпа Хусан оборона чиккин строительствин 80 çулне халалланă асăну медалĕн эскизне хатĕрлемелли конкурс положенине  пăхса тухнă, унпа Правительство членĕсем килĕшнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Вячеслав Борисов палăртнă тăрăх, медаль патшалăх наградисен шутне кĕмĕ, хавхалантармалли награда пулĕ. Олег Николаев хайхи оборона чиккине тунăранпа 80 çул çитнине уявласси республикăшăн пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă.

«Конкурс ĕҫĕшĕн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕ яваплă пулĕ.  Тепĕр сумлă хисеплĕ паллă  пулĕ.  Вăл  наградăна пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем, Сăрпа Хусан оборона строительствин  ĕҫне хутшăннисем тивĕҫĕҫ.  Медаль хатĕрлеме республика хыснинче укҫа  пăхса хăварнă», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Вячеслав Борисов.     

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев совет халăхне сума сунса ҫитес ҫул республикăра халăхăн ĕçри паттăрлăхне халалланă монумент  пуласси пирки ырă хыпара пĕлтернĕ.

Нумаях пулмасть, Раҫҫей Федерацийĕн Культура министерствин анлă ларăвĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсенге пурнăҫлакан Алла Салаева хутшăннă пулнă.  Асăннă монумента федераци пĕлтерĕшлĕ тăвасси пирки калаҫса килĕшнĕ вице-премьер.  

«Сăрпа хусан оборонин рубежне тăвассипе ҫыхăннă мероприятисем питĕ пĕлтерĕшлĕ.  Сахал мар ĕҫсем йĕркелесе ирттернĕ.  Малашне те плана кĕртсе хăварнă пек ĕҫлесе пыма тăрăшмалла», - каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсем пирки, вĕсене хула статусне парассипе ҫыхăннă ыйтусене тишкернĕ.  Правительство членĕсем ĕҫ хучĕсемпе килĕшнĕ, йышăнса хăварнă. Пурĕ 20 ытла постановлени пăхса тухнă. Патшалăхăн халăха ĕçпе тивĕçтермелли программине улшăнусем кĕртесси Министрсен Кабинечĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем патшалăх программисем пирки те сăмахланă, вĕсене пурнăҫа кĕртме укҫа виҫин калăпăшне кăштах ӳстерме йышăннă.  Чăваш Республикин ĕҫлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова хăйĕн сăмахĕнче  федераци тĕлĕшĕнчен сахал мар пулăшу куҫасса палăртнă.  Ĕҫсĕр граждансене 2020 ҫулта патшалăх енчен куҫарса памалли укҫа виҫин калăпăшĕ те хăпарассине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Енчен те кăтартусене пăхас пулсан, 2019 ҫулта пурĕ те 339 млн ҫеҫ уйăрнă пулсан, ҫĕнĕлĕхсене пăхса хăварнă хыҫҫăн, 2020 ҫулта ҫак виҫе калăпăшĕ самай ӳснĕ, 1,419 млрд танлашать», - тенĕ министр. 

Ку хутĕнче тепĕр пысăк ыйту пирки те чарăнса тăнă. Спорта аталантарассипе йышăннă патшалăх программине ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Йĕлтĕр роллер трасси тăвассине, «Труд» стадионăн тата Спортмин çумĕнчи шкулăн футбол уйĕсене реконструкцилессине çирĕплетнĕ ведомство ертӳҫи. Чăн та, программа хăй хакланмĕ, ытти «статья» валли уйăрнă укçана асăннă ĕçсем валли ярĕç. Çав шутра Раççей пĕрлештернĕ командисен йышĕнчи ентешсене тӳлекен укçа, çавăн пекех ăмăртусене хутшăнакан спортсменсем валли каякан тăкаксем (апатлану расхучĕсене, сăмахран, 2013 çултанпа пĕр пус та ӳстермен) пысăкланĕç.  Ҫĕнĕ объектсем хута яма план тунă, проектпа-смета хатĕрлеме кирлĕ пек йышăнусем пăхса хăварнă. Пĕрлехи заказчик урлă пилот проектсене,  йĕлтĕр роллер трассине хута ямалли проектпа смета хатĕрленĕ те ĕнтĕ тесе ырă хыпара пĕлтернĕ Чăваш Республикин спорт министрĕ.   



14 октября 2020
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter