Чӑваш Енре ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй пулма Алевтина Федоровăна ҫирĕплетнĕ

Детским омбудсменом в Чувашии назначена Алевтина Федорова

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Чăваш Республикин инвестици ĕҫ-хĕлне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтерессипе ҫыхăннă саккуна  кĕртнĕ ҫĕнĕлĕхе ырланă паян сессине пухăннисем.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче ĕҫ хучĕ Чăваш Республикин налуксем ҫинчен калакан саккун йĕркисемпе тӳр килнине палăртнă, ӳлĕмрен инвестици активлăхне витĕм кӳрессине каланă. 

Чăваш Республикин наукăпа техника политики ҫинчен калакан саккуна федераци саккунне пăхăнса ҫĕнетнĕ.  «Инновациллĕ проект» ăнлава тишкерĕҫ.  Асӑннӑ сферăна патшалăх енчен пулăшу памалли йĕркесене те ҫĕнетĕҫ. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов докладра финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу пулассине палăртса хăварнă.   Ĕҫ хучĕ наукăпа техника аталанăвне вăй илсе пыма витĕм кӳресси те куҫкĕретех пулĕ тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Республикин вице-премьерĕ.

Паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй пулма шаннă Алевтина Федоровăн кандидатурине пăхса тухнă.  Вăл унччен Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ пулса тăрăшнă.    Маларах унăн кандидатурине Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи  ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй пăхса тухнă. 

Паян ҫак должноҫе йышăннă Уполномоченнăй присяга тытнă. Ачасен прависене хӳтĕлеме яланах хатĕр тесе ҫирĕппĕн каланă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче кăшăлвирус чирĕ пирки чарăнса тăнă, регионти лару-тăрупа паллаштарнă.  Республикăра COVID-19 чирĕпе аптракансем валли сиплев учрежденийĕсенче ҫителĕклĕ таран вырăн  йĕркеленине хыпарланă вăл. Иккĕмĕш хула больницинче хушма вырăнсем хута яма палăртнă, ҫав кăтарту – 135 танлашать. Ҫак ĕҫе юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пурнăҫа кĕртме план тунă. 

Паянхи куна илес пулсан, регионта лару-тăру япăх мар, пысăк технологиллĕ  медицина хатĕрсем ҫителĕклĕ, чирлисене вăхăтра пулăшупа тивĕҫтереҫҫĕ тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче министр,  ИВЛ пысăк технологиллĕ медицина хатĕрне тата та региона илсе килесси планра пур тесе пĕлтернĕ вӑл сăмахне  пĕтĕмлетнĕ май.

 

Фоторепортаж



15 октября 2020
17:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter