5 çулти хĕрача кĕнеке кăларнă

Шкул çулне çитменнисем пултарулăхĕпе савăнтарсах тăраççĕ. Акă çак уйăхра Улатăрти Дарья Ведяшева кĕнеке кăларнă! 5 çулти хĕрача ăна чи пĕчĕккисем валли хатĕрленĕ. Кăларăмри кĕске предложенисем çăмăллăн вуланаççĕ.

«Сказка про кошечку Мурляу» кĕнеке ачасене савăнăçлă тĕнчене илĕртет, вулама вĕрентет. Дашăн унти çутă сăрăллă илемлĕ ӳкерчĕкĕсем те кăсăклă. 50 экземплярпа тухнăскере вăл республикăри библиотекăсене тата Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн Улатăрти «Малютка» ятарлă ача çуртне парнелеме шухăшланă.

Тĕплĕнрех «Тантăш» хаçатăн çитес номерĕнче пĕлтерĕпĕр.

www.hypar.ru 



15 октября 2020
14:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter