Республикăра Çамрăксен правительствин логотипне, слоганне тата официаллă хэштегне çирĕплетесшĕн

Республикăра Çамрăксен правительствин логотипне, слоганне тата официаллă хэштегне çирĕплетесшĕн.

Тĕп паллăсене шыранă май Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви юпа уйăхĕн 9-23-мĕшĕсенче конкурс ирттерет. Унта 16-35 çулсенчи çамрăксен пултарулăхне кăтартма май пур. Çĕнтерӳçĕсене çак номинацисенче палăртĕç: «Чи лайăх логотип», «Чи асра юлакан слоган», «Чи креативлă хэштег».

Конкурса тӳлевсĕрех хутшăнма пулать. Кашни номинацие пĕр çынран кирек мĕн чухлĕ ĕç те йышăнаççĕ. Материалсене zmi3@list.ru электрон адреспа ăсатмалла е пичетлесе Çамрăксен пуçарулăхĕсен центрне /Шупашкар, М.Горький урамĕ, 5-мĕш çурт/ илсе пымалла.

www.hypar.ru 

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
15 октября 2020
13:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter