Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫурт-йĕр строительстви енĕпе ҫыхăннă ыйтусемпе тĕплĕ канашлу ирттернĕ

Олег Николаев держит под личным контролем каждый проблемный объект жилищного строительства в ЧувашииЮпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  ҫурт-йĕр строительстви енĕпе ҫыхăннă ыйтусемпе тĕплĕ канашлу ирттернĕ.  Мероприятине Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Героев, граждансен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен фонд ертӳҫи Владимир Константинов хутшăннă.    

Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Героев хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, час-часах ĕҫлĕ канашлусем ирттернине асăннă. Пĕр-пĕрнпе уҫҫăн канашланине, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те татса пама тăрăшнине пĕлтернĕ. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Лидер» тулли мар яваплă общество пурнăҫлакан объектсенчи ҫурт-йĕрсен хуҫисемпе уҫă тĕлпулу ирттернине асăннă,  тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнине палăртнă.  

Пĕр пухăннă пек чухне «Кратон Строй», «Алза», «Победа» предприятисем пирки те чарăнса тăнă. Паянхи куна илес пулсан, ҫак асăннă организацисемпе те сахал мар кăлтăксем пуррине каланă ертӳҫĕсем.  Пĕтĕмпе  регионăн пĕрлехи реестрне йывăрлăх кăларса тăратакан 13 объекта кĕртсе хăварнă.

«Пирĕн тĕллев объектсене графикпа килĕшӳллĕн вăхăтра пурнăҫа кĕртсе пынипе пыманнине тĕрĕслесси.  Халăха ҫурт-йĕрпе тивĕҫтересси, пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси те кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри тейĕпĕр. Мĕнпур ĕҫсен ҫирĕп планне пăхса тухса йышăнмалла.  Объектсенчи лару-тăру пирки уйăхсерен тулли хыпар хатĕрлесе тăратма хушатăп», - тенĕ Олег Николаев.

Журналистсемпе канашланă май, йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусене ҫивĕч тĕрĕслеве илнине каланă регион Ертӳҫи.   «Победа», ООО «Кратон Строй», ООО «Алза» организацисемпе тĕллевлĕн ĕҫлесе пынине те палăртса хăварнă, халăхăн ыйтăвĕсене хӳтĕлессипе, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе кăлтăксем пур объектсенче лару-тăрăва уҫăмлатма тĕллев лартнине каланă вăл.

«Финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу парассипе йышăннă ĕҫ хучĕсене хатĕрлесе ҫитернĕпе пĕрех. Палăртнă тăрăх,  «Победа» тата «Кратон Строй» объекчĕсене ҫитес ҫул иккĕмĕш кварталта хута яма плана кĕртнĕ. «Алза» ТМЯО объекчĕсене  те иккĕмĕш кварталта ĕҫе тытăнасси кун йĕркинчех», - тенĕ вăл.   

Грждансен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен республика фончĕн ертӳҫи Владимир Константинов журналистсене ҫапларах хуравланă: «Халăхпа тăтăшах уҫҫăн калаҫăпăр, кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе тăма тăрăшăпăр, тĕрлĕ сĕнӳсем парса пулăшăпăр», - тенĕ.     



16 октября 2020
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter