Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаев Атăлҫи федераци округĕнче ирттернĕ «iВолга» форумăн ҫĕнтерӳҫисемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ

Победители конкурса молодежных проектов форума «iВолга» представили свои идеи Главе ЧувашииЮпа уйăхĕн 15-мӗшӗнче  И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн " Точка кипения " коворкинг-центрӗнче  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаев «iВолга» Атăлҫи федераци округĕнче ирттернĕ «iВолга»  форумăн ҫĕнтерӳҫисемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ.

Кӑҫал форума дистанци форматӗнче йӗркеленӗ. Пӗтӗмлетӳсем тăрăх,  ҫӗнтерӳҫӗ ята  И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухакан тӑватӑ студент  тивĕҫнĕ. Вӗсене пӗтӗмпе 4 381 000 тенкӗ грант парса хавхалантарнă.

Мала тухнисем тӗлпулура хăйсен проекчĕсемпе паллаштарнă, пуласлăхри тĕллевсем пирки каласа кăтартнă.  Кристина Петрова "NewТ" проектпа конкурс ҫӗнтерӳҫи пулнă. О.Н. (Санӑн Наукӑри опыт)", вӑл 7-9 класс ачисем  валли  физикӑпа ӑсталӑх шкулӗсен базинче инженерипе техника пултарулӑхне аталантарма условисем туса пама палӑртнӑ. Юридици факультечӗн 5 курс студенчӗ Вячеслав Краснов Ҫамрӑксен  платформин шайĕнче кӗске  вăхăта тăсăлакан кино  хатĕрлес  ĕҫпе проект тӑратнӑ. Чи лайӑххисен шутне Виктория Кисловӑпа Сергей Александров студентсен проекчӗсем те кӗнӗ. Ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантарма шкулсенче, вузсенче вӗренекенсем валли ӑсталӑх класӗсем ирттерме ĕҫсене плана кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕри Пӗтӗм тӗнчери студентсен "Кафедра" театрне тӑвас, тепри вара "Абрикос сачӗ" студентсен театрне аталантарма  проектсем тăратнă.

Тӗлпулăва влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем пухăннă.   Вĕсем гранта тивĕҫнисене проектсене пурнăҫа кĕртме пулăшу пама хатĕрри пирки пĕлтернĕ.

Ҫамрăксен пуҫаруллă проекчĕсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пысăка хурса хакланă.  Вăл ĕҫсене  анлă программа пек хатĕрлесе вăй илтерсе пыма тăрăшмаллине каланă.  

 "Пуҫарусем усăллă, пурте кăсăклă, пултарулăх енчен те пысăк тавракурăмлăх палăрса тăрать.  Вăл ĕҫсем ҫамрăксене малалла ăнтăлма хавхалантараҫҫĕ. Вĕсемпе килĕшсе ĕҫлемелле. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче: культура ҫурчĕсенче, кану центрĕсенче, вĕренӳ учрежденийĕсенче мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пыма витĕм кӳме тăрăшмалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

 Олег Николаев  ҫӳлерех асăннă форумăн ҫӗнтерӳҫисене тав ҫырӑвӗсемпе чысланă, малашнехи пурнăҫра тата та пысăкрах ӳсĕмсем туса пыма вăй-хал, хавхалану суннă, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем региона анчах мар, ҫĕршыв шайĕнче палăрса, усăллă пулса пыччăр тенĕ.

Фоторепортаж



16 октября 2020
07:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter