Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫул-йĕр хуҫалăхĕн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин ҫул-йĕр хуҫалăхĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе чĕререн саламлатăп!

Ҫул-йĕр хуҫалăхĕн отраслĕ регионăн хальхи вăхăтри экономикин тата аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Эсир ҫĕнĕ ҫулсем, кĕперсем тăватăр, пысăк калăпăшлă инфратытăм проекчĕсене ĕҫе кĕртетĕр, наци проекчĕсене пурнăҫлама хастар хутшăнатăр. Професси ăсталăхĕшĕн тата ĕҫри пысăк кăтартусемшĕн сире чĕререн тав тăватăп.

Отрасль потенциалне тĕпе хурса тата хальхи йышши технологисемпе анлă усă курса малашне те ҫул-йĕре аталантарма, хуласемпе ялсене хăтлăлатма пысăк тӳпе хывасса шанса тăратăп. Пурне те ҫирĕп сывлăх, телей, ăнăҫу сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                  Олег Николаев  



17 октября 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter