Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

2021 çула Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавнă ĕçре паттăрлăх кăтартнă çынсене халалланă çулталăкĕ тесе йышăннă. Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  кăҫал указа алă пуса ҫирĕплетнĕ. Паллă пулăма халалласа Чăваш Енре старт парĕҫ. Паян  кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри управленийĕсен ертӳҫисемпе, хăш-пĕр муниципалитетсен пуҫлăхĕсемпе йĕркелесе ирттернĕ планеркăра регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.  

«1941 ҫулта юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Сăр тата Хусан оборона линийĕсене тăвассипе курăмлă ĕҫ пуҫланнă.  Палăртмалла, унта ытларах хĕрарăмсем, ватăсем,  ҫула ҫитмен ҫамрăксем тăрăшнă. Ҫав йывăр вăхăтра ĕҫленĕ паттăрсене хисеплесе, мероприятисен тĕп пайне  ҫӳлерех асăннă кун пуҫласан питĕ вырăнлă пулать», - тесе ăнлантарса панă пуҫарăва Олег Николаев.   

Марафонăн стартне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ. Унта вунă кунлăх  «Пурнăҫ»  ятлă курав йĕркелесе тăратĕҫ.  Ытларах курма килекенсем Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин тумхахлă ҫулĕсемпе паллашма пултарайраҫҫĕ.  Тылри паттăрсем пирки те ҫителĕклĕ хыпарсем хатĕрленĕҫ. Пĕр сăмахпа каласан, чăваш халăхĕн вăрҫăри паттăрла ĕҫĕсем пирки хыпарсем анлăн калăпланĕҫ.   

«Мероприятийĕн тĕп пайĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени ҫинче пулать.  Иккĕмĕш пайне Улатăрта, Пăрачкавра, Етĕрнере, Тăвайĕнче, Ҫĕмĕрлере, Хĕрлĕ Чутайра, Куславккара, Сĕнтĕрвăрринче ирттерме  тĕллев лартнă.  Историллĕ пулăм пирки театр пек курăмлă мероприятисем  йĕркеленĕҫ», - тесе каланă Чăваш Енĕн вице-премьерĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алла Салаева.    

Кунсăр пуҫне Сăр тата Хусан оборона чиккин строительствин ĕҫĕ пирки хыпарсен пĕрлехи информаци ресурсне хута яма хтĕрленеҫҫĕ. Нумаях пулмасть, Чăваш Енре Сăр тата Хусан оборона чиккин строительствине 80 ҫул ҫитнине халалласа асăну медалĕн эскизне тума конкурс  ирттерме палăртнă.

Аса илтеретпĕр, 2021 ҫула Чăваш Енре Сăр тата Хусан оборонин линийĕсене тунă ĕҫ паттăрĕсене халалланă, указа Олег Николаев 2020 ҫулта ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ.



19 октября 2020
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter