Кокель ячĕпе — палăк
Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче тĕнчипе паллă Алексей Кокель ӳнерçе халалласа палăк уçнă.
Кун пирки РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов Фейсбукра хăйĕн страницинче пĕлтернĕ. Çакнашкал шухăша сĕнекенĕ Чăваш Енре пурăнакан халăхсен представителĕсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков пулнă.
Алексей Кокель — чăваш ятне тĕнче шайне çĕклекенĕ. Вăл — пирĕн халăхăн академи пĕлĕвĕ илнĕ чи малтанхи ӳнерçисенчен пĕри, чăваш профессионал ӳнер искусствине пуçараканĕ. Унпа эпир чăннипех те мухтанатпăр.