Олег Николаев Чӑваш Ен туриндустрийӗн представителӗсемпе тӗл пулнă
Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Манăн бизнес» ятлă центрта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев туризм пайĕнче ĕҫлекен предпринимательсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Уҫă калаҫăва Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, тĕрлĕ предприятисемпе организацисен ентӳҫисем, кану ҫурчĕсен хуҫисем, обществăлла организацисене ертсе пыракансем тата ыттисем те хутшăннă.
«Эпир сирĕнпе тăтăшах тĕл пулатпăр. Ку питĕ аван. Кун пек йăлана тытса пымалла. Пĕрлехи плансене пурнăҫа кĕртме час-часах тĕлпулусем ирттерни пысăк витĕм кӳреҫҫĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Туризм ыйтăвне малти плана кăлармалла. Мĕнпур пек условисене туллин хатĕрлесе тăратмалла. Енчен те эпир хамăр регион ҫине пысăк тимлĕх уйăрмастпăр пулсан, ҫӳлерех палăртнă ыйту пирки калама хĕн. Пирĕн тăтăшах республикăпа мăнаҫланмалла, ҫитĕнӳсем пирки, тăван тавралăх ҫинчен ыттисене те кăтартса пыма пĕлмелле», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче республикăра влаҫра тăрăшакансем отрасль пайне вăй-хăват кӳме пысăк витĕм кӳнине палăртнă. Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин нумаях пулмасть Чăваш Енре пулнăччĕ. Юхан шыв туризмне аталантарма хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан карапсем туянасси пирки ыйтăва калаҫса килĕшнĕ пулнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен туризма аталантарассипе 2019 ҫул кăтартăвĕсем тăрăх, ытти субъектсем хушшинче 51-мĕш вырăнта тăнине пĕлтернĕ. Пĕлтĕр региона пĕтĕмпе ют ҫĕршывсенчен 5 пин ҫын килнĕ. Пирĕн тăрăха канма килнисенчен сахал мар тупăш юлнă, кăтарту 1,7 млрд танлашнă.
«Чăваш Ен – Атăлăн чĕри» ифратытăма вăй илтерекен проектăн ĕҫĕ Раҫҫей туризмĕн пайне кĕнĕ. Туризм енĕпе Федераци агенстви йĕркеленĕ конкурса хутшăнма ĕҫ хучĕсене тăратнă. Пĕтĕмпе регионтан 34 заявка панă. Пĕтĕмлетӳсене кăҫал чӳк уйăхĕнче ирттерме плана кĕртнĕ. Чăваш енрен тепĕр сакăр заявкăна федераци программин иккĕмĕш пайне кĕме тăратнă. Программа юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен ĕҫлеме тытăннă. Кунсăр пуҫне промышленноҫ туризмне аталантарассипе Чăваш Ен пилотлă регионсен шутне кĕнĕ, чи ăнăҫлă ĕҫлекен РФ 8 субъекчĕ хушшинче тăрать.
Дмитрий Краснов Чăваш Республикин потенциалĕ пысăк тесе хакланă, пуласлăхра тата та ытларах хăватлă тĕллевсем лартмаллине асăннă.
Туризма вăй илтерекен пысăк пайсенчен тепри – кану организацийĕсем. Сывлăха ҫирплетме май паракан ҫутсем тата та ытларах илĕртеҫҫĕ туристсене. Хальлĕхе республикăра вĕсен шучĕ – 13 танлашать. Ҫулталăкне сиплевпе кану ҫуртĕнче хăйсен сывлăхне 16 пин ҫын ҫирĕплетме кăмăл туни те куҫкĕретех. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Чăваш Енĕн Комплекслă программинче тата та ытти объектсене пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине хыпарланă. Апла пулсан, 2020-2025-мĕш ҫулсенче ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ учрежденисем хута каясси пирки ĕненетпĕр. Регионта хăна ҫурчĕсем пурри те самай аван, вĕсен ҫул-йĕр карттине ҫĕнĕлле пăхса тухса, паха условисем халăх валли йĕркелесе пыма пĕлмеллине те каласа хăварнă уҫă калаҫăва пухăннисем.