Кăҫал Чăваш Енре тыр-пул тухăҫлăхĕ ҫав тери пысăк

В Чувашии собран рекордный урожайЮпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче 2021 çула Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавнă ĕçре паттăрлăх кăтартнă çынсене халалланă çулталăкĕ тесе йышăнние аса илсе хăварнă, кун пирки кăҫал указа алă пуса ҫирĕплетнине палăртнă.  

Сăр тата Хусан оборона чиккине тунăранпа 80 çул çитет те – республикăра çитес çула çак пулăма халалланă май ăна паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисен марафонĕ пуçланать. Çакăн çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Алла Салаева вице-премьер пĕлтернĕ. 

«1941 ҫулта юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Сăр тата Хусан оборона линийĕсене тăвассипе курăмлă ĕҫ пуҫланнă.  Палăртмалла, унта ытларах хĕрарăмсем, ватăсем,  ҫула ҫитмен ҫамрăксем тăрăшнă. Ҫав йывăр вăхăтра ĕҫленĕ паттăрсене хисеплесе, мероприятисен тĕп пайне  ҫӳлерех асăннă кун пуҫласан питĕ вырăнлă пулать», – тесе ăнлантарса панă пуҫарăва Олег Николаев.   

Марафонăн стартне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ. Унта вунă кунлăх  «Пурнăҫ»  ятлă курав йĕркелесе тăратĕҫ.  Ытларах курма килекенсем Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин тумхахлă ҫулĕсемпе паллашма пултарайраҫҫĕ.  Тылри паттăрсем пирки те ҫителĕклĕ хыпарсем хатĕрленĕҫ. Пĕр сăмахпа каласан, чăваш халăхĕн вăрҫăри паттăрла ĕҫĕсем пирки хыпарсем анлăн калăпланĕҫ.   

Ҫитес ҫул Куславкка районĕнче пысăк мемориаллă комплекс хута яма плана кĕртнĕ.  Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле комплекс пуласси никама та иккĕлентермест.

«Ку евĕр объектсем республикăри ытти районсенче те пулмалла. Ҫитĕнекен ăрăва воспитани пама питĕ аван.   Тепĕр тесн, туризма аталантарас ĕҫе те витĕм кӳрĕ», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикинн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ  Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче регионти уй-хир ĕҫĕсем пирки каласа кăтартнă,  пĕтĕмĕшле тухăҫа туллин пухса кĕртнĕ тесе хыпарланă. Кăтарту япăх мар, пĕлтĕрхинчен чылай пысăк 19 процент нумайрах.

Пухса кĕртмелли купăста, çавăн пекех сахăр кăшманĕ, хĕвел çаврăнăш, рапс кăна тата кăшт юлнă. Республика кăçал пÿлмесене 954,8 пин тонна тĕш тырă хывнă – 1992 çулхи рекорда (ун чухне кăтарту миллион тоннăран иртнĕ) кăшт кăна çитеймен.

Министр ял çыннисем кăçал выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе те ăнăçлă ĕçленине палăртнă.

Аграрисем техникăна çĕнетсе пыни савăнтарать – ку енĕпе патшалăх пулăшнин витĕмĕ куçкĕрет. Шалу пирки те сăмах пулчĕ – вăл пысăкланса пырать.

Республикăн адреслă инвестици программине мĕнле пурнăçланипе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарнă. Программăра чылай объект - çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарассинчен тытăнса садиксем тăвасси таран.

Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле та та виҫĕ культура ҫуртне хута яма плана кĕртнĕ.  Спорт объекчĕсем ӳсĕҫ ытти ĕҫсем те пурнăҫа кĕресси никама та иккĕлентермест.



19 октября 2020
18:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter