Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин тивĕҫĕсене малашне Денис Борисов пурнăҫлĕ
Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Михаил Ноздряков Раҫҫей Федерацийĕн тĕп суд приставĕн ҫумĕпе Денис Фирстовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Денис Фирстов Михаил Ноздрякова Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Денис Борисовпа паллаштарнă. Асăннă тытăмра ҫӗнӗ ертӳҫĕ 2002-мĕш ҫултанпа тăрăшать. Михаил Ноздряков Денис Борисова ĕҫре ăнăҫусем суннă, Чăваш ҫĕрĕ ҫинче халăхшăн тăрăшса ăнăҫлă ĕҫлеме каланă. «Сирĕн ĕҫе яланах пысăка хурса хаклатпăр. Сакăр уйăхра кăҫал республикăн суд приставĕсем хыснана 700 млн тенкĕ хывнă», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Ноздряков.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Вячеслав Борисов тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов ҫĕнĕ ертӳҫĕпе пĕрлехи ĕҫсем пирки канашланă, граждансен интересĕсене хӳтĕлессипе тухăҫлăха ӳстерме чĕнсе каланă, приставсен ĕçĕн пĕлтерĕшне пысăка хунине палăртнă, ҫĕнĕ ертӳҫĕне парăмсемпе ĕҫ укҫи тата ытти хăш-пĕр ыйтусем ҫине ытларах тимлĕх уйăрма сĕннĕ.