Чӑваш Енре ҫынсем кăшăл вирусран епле асăрханнине тĕрĕслĕҫ

В Чувашии пройдут рейды по соблюдению масочного режима и проведению утреннего входного фильтра Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе йĕркеленĕ черетлĕ оперштаб ларăвĕ иртнĕ. Канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алла Салаева йĕркелесе ертсе пынă.  

Кашни эрнери лару-тăрупа Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паллаштарнă. Ҫулталăк пуҫланнăранпа кăшăл вирус амакĕпе пурĕ 8649 ҫын чирленĕ, вĕсенчен 7297-шĕ сывалнă.    

Роспотребнадзорӑн Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Елена Прокопьева хăйĕн сăмахĕнче COVID-19  енĕпе лару-тăру республикӑра, ҫĕршыврипе танлаштарсан, аван тесе хыпарланă.   . Кашни эрнере чир-чӗр ӳсни Чӑваш Республикипе 0,3% танлашать, Раҫҫей Федерацийӗпе – 0,6%. Халăх чир-чĕре туймасть, тепре чухне вăл амак аптратманнине те час-часах палăртать тенĕ ертӳҫĕ тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

Алла Салаева ку эрнере оперативлă штаб пайташĕсем ĕҫлĕ ҫул-ҫӳревре Етĕрнере тата Улатăр тăрăхĕнче пулнине асăннă.  Ҫынсем йĕркене пăсни сисĕнет тенĕ вăл сăмах малалла тăснă май.  Организацисенче асăрхаттару паллисем, профилактика туса ирттермелли хатĕрсем те пачах пулманнине каланă.   Вӗренӳ организацийӗсенче, предприятисенче, суту-илӳ тытăмĕнче маска режимне пӑхӑнманнисене тупса палӑртнӑ  тенĕ вице-премьер.

Вице-премьер район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсене ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме, халăха пӗлтермелли мĕнпур хыпара туллин тата вăхăтра илсе ҫитермеллине асăрхаттарнă. Кĕркуннехи тапхăрпа ҫынсем гриппа тата ОРВИпе чирлеме пултараҫҫĕ, апла пулсан пурин те чирсенчен кулленех сыхă тăмалла, йĕркене пăсма никамăн та ирĕк ҫук тесе терĕр хут асăнса хăварнă Алла Салаева.  Профилактика тумалли тӗп мерӑсем ҫинчен пӗлтерес ӗҫе вӑйлатма чӗнсе каланӑ вăл. Лару-тăрăва уҫăмлатмалла, ҫитес эрнере ҫакăн евĕр тĕрĕслевсем тата та пуласса шантарнă Алла Салаева

Фоторепортаж



02 октября 2020
13:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter