Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Олег Николаев провел очередной прием граждан по личным вопросам

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи Обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.   Ку хутĕнче  унта пурĕ сакăр ҫын хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе килнĕ.

Тамара Куклина хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫине «Ривьера» ЖК строительство ĕҫне питĕ вăраха кайса пурнăҫлани пирки каласа панă.  Объекта пурнăҫа кĕртме ĕҫ хучĕсене 2015 ҫулта алă пусса ҫирĕплетнĕ.  22 хутлă пысăк ҫурт паянхи кун та ҫĕкленсе ларман. Нарăс уйăхĕнче кăҫал ҫав объекта проблемӑллисен шутне илсе Пĕрлехи реестра кĕртнĕ.  «Старко» фирма» ТМЯО панкрута тухнă.  Хальхи вăхăтра унта конкурс управляющийĕсем ĕҫлеҫҫĕ.

Олег Николаев ку нумай хваттерлĕ ҫурта граждансен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен фонд пулăшăвĕпе хута ярасси пирки пĕлтернĕ.  Суд ĕҫне вĕҫне-хĕрне ҫитерсен малалла ĕҫ кал-кал каяссине шанатпăр тенĕ вăл сăмаха тăснă май.

«Халăхшăн тăрăшатпăр. Планпа пăхса хăварнă пек пулсан 2021 ҫул варринче строительство ĕҫĕ малалла каяссине ĕненетпĕр», - тесе каланă вăл.

 Светлана Карезина транспорт ыйтăвĕ пирки сăмах пуҫарнă, автобуссем ҫинче ҫӳреме хаксем пысăкланнине асăннă. Уйрăмах 249-мĕш №-лĕ маршрут пирки чарăнса тăнă хĕрарăм.

Олег Николаев ыйтăва уҫăмлатма икĕ вариантпа пăхса  тухма палăртнине хыпарланă. Сăмах май, Шупашкар районĕнчи маршрута Шупашкар хулин маршручĕсен реестрне кĕртме май ҫуккине  каланă.

Етĕрне тăрăхĕнчен килсе ҫитнĕ Владимир Веселов ялти халăхăн пăшăрханăвĕ пирки хыпарланă. Ильин тăвĕ пирки сăмах пуҫарнă чухне, регион Ертӳҫи ăна комплекслă аталантарма палăртни ҫинчен ăнлантарса панă, вăл чăнласах та хăйне евĕр историллĕ вырăн тенĕ сăмаха малалла тăсса.  1941 ҫулта Сăр хӳтĕлевĕн чиккисене тунă.  Ту тăрринче командирсен пункчĕ пулнă тенĕ вăл.  Асăннă территорине ҫитес вăхăтсенче тирпей-илем кĕртме плана кĕртнине те палăртса хăварнă регион Ертӳҫи. 2021 çула Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тӑвас ĕçре паттăрлăх кăтартнă çынсене халалланă çулталăк тесе йышăннă. Тыл ĕҫченĕсене чыс туса унта монумент тума та плана кĕртсе хăварнине пĕлтернĕ вăл.  «Ĕҫсене комплекслă пурнăҫласан, республикăра пурăнакансене анчах мар, ытти кӳршĕллĕ халăха та унта килсе курма аван пулĕ. Ялти халăх валли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ условисем йĕркеленесси никама та иккĕлентермест», - палăртнă Олег Николаев.   Ыйту паракан йăлари хытă каяшсене пухса тирпейленĕшĕн пуҫтарăнакан укҫа-тенкĕ пирки те сăмахланă.

Паянхи куна саккунпа килĕшӳллĕн ыйтусене туллин тĕпчес ĕҫ пынине хыпарланă регион Пуҫлăхĕ. 

«Ҫĕрĕн хуҫисем ҫук пулсан, налук пухассине пăрахăҫланă.  Ҫитес вăхăтра эсир пуҫарнă ыйтăва уҫăмлатăпăр, ҫирĕп йĕрке тăвăпăр», - тенĕ вăл.

Регион Ертӳҫи пуласлăхра ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлессине ҫĕнĕлле йӗркелессине палăртнă.  Ҫӳп-ҫапа уйăрса пухса пырсан, ăна тирпейлесе хума та аван, пуласлăхра  вара ҫĕнĕ тавар калăплас ĕҫе пуҫарма  та меллĕрех пулĕ. 

 

Фоторепортаж



20 октября 2020
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter