Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсене ĕҫлĕ визитпа пулнă

Глава Чувашии ознакомился с ходом ремонтных работ на ряде социальных объектов республикиЮпа уйăхĕн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсене ĕҫлĕ визитпа пулнă.

Чи малтанах регион Ертӳҫи Йӗпреҫ районӗнчи тӗп сиплев учрежденийĕнчи лару-тăрупа паллашнă. Вăл учрежденинче ҫулталăк ытла ĕнтĕ строительство ĕҫĕсем пыраҫҫĕ, ҫурта специалистсем тĕпрен юсассие тăрмашкалаҫҫĕ.

Тĕпрен юсава ирттерме "Нептун" ТМЯО контракта пӗлтӗрхи ҫул ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Больницӑна юсама  республика хыснинчен 25 млн ытла уйăрнă. 1971 ҫулта туса лартнӑ  ҫуртра ӑшӑпа, шывпа тивӗҫтерме,  алӑксене тĕпрен ҫĕнетме тата ытти ĕҫсене те пурнăҫлама плана кĕртнĕ пулнă. Кунсăр пуҫне таврари лаптăка  тирпейлеме пăхса хăварнă имĕш.

Сиплев ҫуртне пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче хута ямалла пулнă, анчах та строительсем хăйсем ҫине илнĕ ĕҫе вĕҫне-хĕрне авăн уйăхĕнче ҫеҫ тухнă. Тĕрĕслев комиссийĕ объекта туллин тишкернĕ, ҫитменлĕхсене пĕтерме хушнă.  Ĕҫ-пуҫ вăраха вара тăсăлса кайнă ҫӳлерех асăннă организацийĕн. Паянхи куна илес пулсан, ҫуртăн пурлăхпа техника базине ҫĕнетесси юлнă. Ыйтăва ҫулталăк вĕҫлениччен татса памаллине каланă регион Пуҫлăхĕ.  Вара тин объект халăх валли хута кайĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Олег Николаев ҫапларах палăртнă: «Эпир хута кĕрсен тин, ĕҫ-пуҫ вырăнтан тапранчĕ. Мĕнпур вăя пухса пĕрле объектри ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пĕтерме тиврĕ», - тенĕ.  

Муниципалитетӑн тепӗр пысăк ыйту пур. ФОКра строительство ĕҫĕсем ҫав тери вăраха тăсăлса кайнă. Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ятарласа Чăваш Республикин спорт министрĕпе Василий Петровпа ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Объект ҫинче   «Нептун»  ТМЯО тăрăшать. Уҫă калаҫăва шăпах та, организацийĕн ертӳҫине Алексей Сухалова, ФОК ертӳҫине Алексей Петухова чĕннĕ пулнă.  

 «Больница пирки калас пулсан, унти ĕҫсем вырăнтан тапраннă, анчах та ФОКра –пĕтĕмпех урăхра, строительство ĕҫĕ айван пырать, пурне те чăрмав кăларса тăратнă», - тенĕ Олег Николаев.

ФОКа тĕпрен юсас ĕҫе пĕлтĕр пуҫланă. Подрядчикăн контрактпа килĕшӳллĕн, мĕнпур ĕҫсене тăватă уйăх хушшинче туса пĕтермелле пулнă.  Спорт комплексĕн ертӳҫи Алексей Петухов хăйĕн сăмахĕнче строительсем графика пăхăнманнине пĕлтернĕ. Технологине пăсни те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратнă ĕҫсем ҫинчен чарăнса тăнă.  

Олег Николаев  хăйĕн сăмахĕнче, право сыхлавӗн органӗсенче тăрăшакансен  ҫӳлерех асăннă кăлтăк пирки уголовлӑ ӗҫсем пуҫарма сăлтавсем ҫителĕклĕ пур тесе каланă, ҫитменлĕхсене пĕтермеллине, йĕрке пăсакансене явап тыттарсан та йăнăш пулмĕ тенĕ вăл ĕҫĕ канашлу вăхăтĕнче.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тӳрех республика ертӳлĕхĕ  Вăрнар районне ҫул тытнă. Унта Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев 1-мĕш №-лĕ шкулти строительство ĕҫĕсемпе кăсăкланнă. Кунта та ĕҫ аванах пымасть. Специалистсем графикран юлса ĕҫе пурнăҫласа пыни куҫкĕретех тенĕ пухăннă ертӳҫĕсем. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ тĕлне хатĕрлесе тăратмалла пулнă.  «Проектстрой» ТМЯО тăрăшакансем хăйсем ҫине илнĕ ĕҫе пурнăҫлайман. Вăхăтлăха пĕчĕккисене кивĕ шкулта, аслисене дистанци мелĕпе вĕрентме йышăну туса хăварнă пулнă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ыйтăва тĕрĕслеве илнĕ хыҫҫăн, ĕҫ вырăнтан хускалнă. «Проектстрой» ТМЯО килĕшсе ĕҫлемелли контракта  тӳрех пăрахăҫланă.  «ПМК-8» АО ĕҫсене пурнăҫлама шаннă. Вăл организаци кĕске вăхăт хушшинче объекта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă.  Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне шкула ăшă илсе ҫитернĕ.  Вĕренӳ учрежденийĕнче пĕтĕмпех пурлăхпа техника базине пуянлатнă, условисене хăтлăлатнă.

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуҫласа шкул ачисем хаваспах ҫĕнĕ ҫуртра вĕренме тытăннă.   

Фоторепортаж



21 октября 2020
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter