Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял хуҫалăхĕнче ĕҫлесе хисепе тивĕҫнисемпе, агропромышленноҫ комплексӗн хастарĕсемпе ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернĕ

Олег Николаев обсудил с ветеранами АПК вопросы развития сельского хозяйстваЮпа уйăхĕн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ял хуҫалăхĕнче ĕҫлесе хисепе тивĕҫнисемпе, агропромышленноҫ комплексӗн хастарĕсемпе ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернĕ.

Калаҫӑва Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хутшӑннă.

Регион Ертӳҫи ветерансене нумай ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тата отрасль аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунă. Чӑваш Енĕн Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программинче экономика валли пысӑк квалификациллӗ кадрсем хатӗрлесси ҫинчен калакан чылай мероприятисем пăхса хăварнине, ял территорийӗсене аталантарас енӗпе пурнӑҫлакан ыйтусем те сахал мар кĕртнине каланă вăл.

Олег Николаев ял хуҫалӑхӗ хальхи экономикӑн тата регион ҫирӗппӗн аталанӑвӗн чи пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнине палӑртнӑ.  "Отрасль аталанса пынӑ май эпир ялти халăхăн пурнӑҫ пахалӑхне тата та ӳстерме пултаратпӑр", - тесе хушса каланă Ертӳҫĕ.

Регион Пуҫлăхĕ республикӑра аграри секторне аталантарма  тата та лайăхрах условисем пулассине палӑртнă. Ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртесси, таварсен пахалăхне ӳстересси, вăрлăхсен тытăмне анлăлатасси кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Сергей Артамонов регионта ҫӗрулмине ҫĕнĕлле тирпейлемелли комплекс йӗркелесси ҫинчен пӗлтернĕ, объекта М-12 трасса тăрăхĕнче вырнаҫтарма палӑртнине хыпарланă.

Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси  ҫине те пысăк тимлĕх уйăрĕҫ. Сӑмахран, республикӑра выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсене сахал мар тунӑ тата ҫӗнетнӗ. Патшалăх енчен  чылай пулăшу куҫарнă ҫĕр ĕҫченĕсене валли.  Нумай сĕт паракан ĕнесене тытнăшăн, пуҫласа кăҫалтан республика шайĕнче патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтерме пуҫланă.  

Ял хуҫалăх министрӗ ялсенче ытларах кооперативсем тусан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.  Кун пек ĕҫе Патӑрьел, Елчӗк тата Каҫал енсем хастар хутшăннине асăннă вăл.

Агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсем республика Пуҫлӑхне  ял  ĕҫченĕсене, хуҫалăхсене патшалăх енчен пысăк тĕрев панăшăн мухтанă, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан техникăсене туянма субсиди парса витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Ялта пурăнакансем, ҫĕр ĕҫченĕсем питĕ кăмăллă. Республика ертӳлĕхĕ чăнласах та, пысăк пулăшу панине туятпăр тесе каланă паян уҫă калаҫăва пухăннисем.  

Кӑҫал аграри ĕҫченĕсен мухтанма сăлтав та пур.  Регионăн рекордлӑ тухӑҫ тесе палăртнă Чӑваш Республикин агропромышленноҫ  пайĕн Ветеранӗсен  пĕрлешĕвĕн председательĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Александр Самылкин.



22 октября 2020
17:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter