Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк çитĕнӳ тунă ҫĕр ĕҫченĕсене патшалăх наградисемпе чысланă

Олег Николаев наградил лучших работников сельского хозяйстваЮпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк çитĕнӳ тунă  ҫĕр ĕҫченĕсене Правительство çуртĕнче патшалăх наградисемпе чысланă.

  Кăҫал ҫанталăк лăпкă тăмарĕ пулин те, мĕнпур йывăрлăхсене парăнтарса ҫĕр ĕҫченĕсем пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă. Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, кăтартусем чылай пысăк, тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Ял хуҫалăх пайне патшалăх енчен  самай пулăшу пани куҫкĕретех. Апла пулсан, ҫĕр ĕҫченĕсем те пысăк кăтартусемпе тухăҫа пухса илчĕҫ.  Кăшăл вирус амакĕ ҫĕршывра алхасать, сахал мар чăрмавсем те пулкаларĕҫ, пур-пĕрех вĕсене парăнтарса уй-хиртен тухăҫа пӳлмесене туллин пухса кĕртнĕ тенĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.

«Паянхи пурнăҫ таппинче, кашни ыйтăва ҫивĕч пăхса тухмалла, йывăрлăх кăларса тăратаканнисене туххăмрах татса парассишĕн ырми-канми тăрăшмалла.  Бюджет укҫипе тĕллевлĕн усă курма пĕлмелле, патшалăх пулăшăвĕсене вăхăтра тивĕҫмелле, тухăҫлăх тенине малти вырăна кăлармалла.   Инвесторсене явăҫтармалла, предпринимательсемпе тăтăшах тĕл пулса ял хуҫалăх пайне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явмалла», - тенĕ вăл.   Республика Правительстви агропромышленноҫ комплексне патшалăх пулăшăвне вăхăтра тата кирлĕ пек виҫепе тивĕҫтерме тăрăшать тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Кăҫал йышăнса хăварнă пулăшусем ҫитес ҫулта та упранса юлĕҫ.  Патшалăх енчен куҫакан пулăшу виҫи ҫулсеренех ӳссе пырасси те никама та иккĕлентермĕ. Ҫитес вăхăтра ыйтăва тарăнрах пăхса тухма плана кĕртсе хăварнă», - тесе хушса каланă вăл.      

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ паян   мероприятине пухăннисене тепĕр хут ырласа тав сăмахĕсем каланă, яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленĕшĕн мухтанă, патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Ҫĕр ĕҫченĕсем малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе тухăҫлă ĕҫлеме шантарнă, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пысăк кăтартусем патне ăнтăлассине пĕлтернĕ.  

«Чăваш Ен ялан пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса тăтăр.  Уйрăмах ял аталанса вăй илсе пырсан, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ тата та ырă енне куҫса пырĕ. Малашне те пĕрле туслă килĕшсе ĕҫлесчĕ. Тăван халăхшăн, юратнă республикăшăн яваплăха туйса тăрăшасчĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Ҫĕмĕрле районĕнчи «Приволье» тулли мар яваплă общество директорĕ Евгения Беликова.    

Фоторепортаж



23 октября 2020
18:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter