Общество транспортне маскăсăр кĕртмĕç

Ĕнер коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, чирлекенсен йышĕнче 27 çын ИВЛ аппаратпа сывлать, больницăсенче коронавируслисем валли 489 койка хатĕрленĕ. Тăватă уйăхра 367 çын реабилитаци тухнă, хальхи вăхăтра санаторисенче 97 çын сипленет, тепĕр 337 çын заявка панă. 288354 çын грипран прививка тунă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Вăрнар, Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле районĕсенче чирлекенсен шучĕ нумайланнă.

— Коронавируспа чирлекенсен шучĕ ку эрнере 13 процент ӳснĕ. 30—49 çулсенчи çынсен йышĕнче уйрăмах нумайланнă. 3-6 çулти ачасем ытларах ОРВИпе чирлеççĕ, — хыпарларĕ Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская.

Роспотребнадзор ĕçченĕсем 148 учреждени-предприятие тĕрĕсленĕ, вĕсем аптекăсемпе мунчасенче, кинотеатрсемпе общепитсенче, вĕренӳ заведенийĕсемпе управляющи компанисенче пулнă. Тĕрĕслевçĕсем 230 предписани хăварнă, йĕркене пăснисем тĕлĕшпе 151 протокол çырнă. Шупашкарти икĕ суту-илӳ центрĕнче дезинфекци вăхăтра туманшăн асăрхаттарнă. Надежда Феофановна транспортсенче нумай çитменлĕх — пассажирсем маска тăхăнманни — тупса палăртнине пĕлтерчĕ, çавна май асăрханулăх мерисене çирĕплетме хушрĕ. Ватă çынсене те инфекци общество вырăнĕсенче ерет. Транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, пассажирсем йĕркене пăхăнасшăн мар. Мобильлĕ ушкăнсем общество транспортĕнче юлашки кунсенче 7 протокол çырнă, çурла уйăхĕнченпе 38 протокола суда ярса панă. Тепĕр эрнере мобильлĕ ушкăнпа пĕрле ШĔМ сотрудникĕсем те рейда тухма пуçлĕç.

www.hypar.ru

 



23 октября 2020
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter