Республикăн клиника больницин пульмонологи уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçлекен Петр Павлова Раççей Президенчĕ Владимир Путин тав тунă

Республикăн клиника больницин пульмонологи уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçлекен Петр Павлова Раççей Президенчĕ Владимир Путин тав тунă. Петр Иванович пульмонолога РФ Президенчĕн Тав хучĕпе чысласси çинчен калакан хушăва юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче алă пуснă.

Коронавирус инфекцийĕпе кĕрешнĕ май тухтăрсен самай йывăр тиврĕ. Çав шутра – Республикăн Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалист-экспертне – пульмонологне Петр Павлова та. Медицинăра вăл 20 çул ĕçлет. Вăл ертсе пыракан пульмонологи уйрăмĕ ÿпкен йывăр чирĕсемпе ăнăçлă кĕрешет. Петр Ивановича ĕçтешĕсем çеç мар, пациентсем те хисеплеççĕ. Тĕп ĕçĕнче тăрăшнипе пĕрлех вăл телемедицина мелĕпе республикăри больницăсенчи тухтăрсене сĕнÿ-канашпа пулăшать.

www.hypar.ru



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
23 октября 2020
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter