Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Атте кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!

Сире Атте кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Ҫак куна ачасене пӑхса ҫитӗнтерес, ҫирӗп те телейлӗ ҫемье йӗркелес ӗҫри ашшӗ­сен пӗлтерӗшне палӑртма туса хунӑ. Кӑҫал ӑна эпир пӗрремӗш хут уявлатпӑр.

Чӑн-чӑн арҫын – Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи кӑна мар, чӑн-чӑн арҫын вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемшӗн тӑрӑшать, хӗрарӑма савса-хисеплемелли енӗпе ырӑ тӗслӗх кӑтар­тать, хӑйӗн ачисене чунтан юратса тата яваплӑха туйса пӑхса ҫитӗнтерет. Ырми-канми тӑрӑшакан тата юратакан атте – ҫирӗп тӗрек те, шанчӑклӑ хӳтлӗх те, вӑл йывӑр вӑхӑтра яланах алӑ тӑсса парать, хӳтӗлет тата пулӑшать.

Республикӑри ашшӗн савӑнӑҫне туйса курнӑ пӗтӗм ҫынна ҫирӗп сывлӑх, ҫемье телейӗпе мӗн пур лайӑххине сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                                                             Олег Николаев



24 октября 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter