Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗ кунӗ ячӗпе саламлани

Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн хисеплӗ ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Лайӑх ӗҫлекен хӑрушсӑр транспорт ҫыхӑнӑвӗ – халӑхӑн экономикӑри тата социаллӑ пурнӑҫри хастарлӑхӗн никӗсӗ. Автотранспортпа турт­тарас ӗҫ тухӑҫлӑхӗ нумай чухне регионти предприятисем производствӑпа хуҫалӑх тӗллевӗсене пурнӑҫласси ҫине ырӑ витӗм кӳрет.

Чӑваш Республикинче 360 пин ытла автомобиль транспортне шута илнӗ. Автотранспорт сферинче ырми-канми тӑрӑшакан чӑн-чӑн ӑстаҫӑсен курӑмлӑ та шанчӑклӑ ӗҫӗ – Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин вӑй-хӑватне кал-кал аталантарма пулӑшакан пӗлтерӗшлӗ май.

Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн отраслӗнче ӗҫлекенсене ҫул ҫинче пӗр-пӗрне хисеплеме, юсавлӑ техникӑпа ҫӳреме тата рейссенчен кашнинчех тӗрӗс-тӗкел таврӑнма сунатӑп. Сывлӑхпа ырлӑх сире!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Олег Николаев



24 октября 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter