Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Таможня службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Таможня службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Эсир экономика хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтеретӗр, наци интересӗсене, ҫынсен сывлӑхне тата пурнӑҫне хӳтӗлетӗр. Ҫакна тӑвас тесен питӗ нумай вӑй хумалла тата професси тӗлӗшӗнчен чӑн-чӑн ӑста пулмалла.

Республикӑри таможня сотрудникӗсем хӑйсен ӗҫӗнче чи лайӑх пахалӑхсемпе – ҫирӗплӗхпе, тӳрӗ кӑмӑллӑхпа, професси тивӗҫне пӗр кӑлтӑксӑр пурнӑҫ­ласа пынипе – палӑрса тӑраҫҫӗ.

Ведомство ветеранӗсене, хальхи таможня службин ҫирӗп никӗсне хывса хӑварнӑ сумлӑ ҫынсене, уйрӑммӑн палӑртса саламлатӑп.

Сире пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл-туйӑм, Раҫҫей ырлӑхӗшӗн пур­нӑҫлакан ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                Олег Николаев



24 октября 2020
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter