Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче «Россельхозбанк» АО Правленийĕн Председателĕпе Борис Листовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чувашия расширяет сотрудничество с РоссельхозбанкомЮпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче «Россельхозбанк»  АО Правленийĕн Председателĕпе Борис Листовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Енри «Россельхозбанк» АО филиалĕн Директорĕ Ирина Письменская хутшăннă.   

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă банкпа ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси пирки каланă.  Сăмах май, Чăваш Енре тирпейлесе кăларнă ял хуҫалăх таварĕсене 30 ытла ҫĕршывра хапăл тусах йышăннине асăннă.  Кăҫал уйрăмах таварсене экспорта куҫарассипе кăтарту 30 процент ӳснине ырă хыпара пĕлтернĕ.

«Паха таварсен пĕрлехи брендне йĕркелетпĕр.  Экспорта та ытларах ӳстерме тĕллев лартнă. Ытти ҫĕршывсене паха таварсене тăратассипе тата та курăмлăрах ĕҫлесе пырасси куҫкĕретех», - тесе каланă Олег Николаев.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем регионта "Свое Фермерство", "Свое Родное" онлайн платформăсем пурнăҫа кĕртсе пырасси ҫинчен калаҫса килĕшнĕ.

«Тавар тирпейлесе кăларакансемшĕн пысăк пулăшу пулĕ кун евĕр ĕҫе пуҫарса яни», -  тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Кунсăр пуҫне Чăваш патшалăх аграри университечĕн бази ҫумĕнче Фермерсен шкулне йĕркелесе ярассине те тарăн сӳтсе явнă. Ял хуҫалăх тытăмĕнче бизнеса тĕрĕс тытса пырасси пирки пулас ăрăва вĕрентес ыйту та кун йĕркинче пулнине палăртнă ертӳҫĕсем.   

«Ҫакă Чăваш  Енре пурнăҫа кĕртме палăртнă тĕллевсенчен пĕри.  Банк 20 ҫул ытла ĕнтĕ ĕҫлет. Чăваш Енре пире хамăр палăртнă проектсене пурнăҫа кĕртме аван», - тесе каланă Борис Листов.

Сăмах май, Россельхозбанк Чăваш Енре инвестициллĕ 139 ытла проект пурнăҫа кĕртнĕ. Вырăнти экономикăна 85 млрд ытла укҫа-тенкĕ хывнă, вĕсенчен ял хуҫалăх пайне 59 млрд куҫнă.

Борис Листов банк ҫитес ҫулта «СВОЕ» ятлă фермерсен фестивальне ирттерме плана кĕртнине хыпарланă.

Пĕр пухăннă пек чухне ытти ыйтусене те пăхса тухнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.    



26 октября 2020
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter