«Бюджет укҫи-тенкипе вӑхӑтра тата туллин тĕллевлĕн усă курмалла», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен канашлура кăшăл вируса хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен оперативлă ушкăнсене хастартарах пулма, лару-тăрăва тĕрĕслессипе ĕҫ-пуҫа ҫирĕпрех йĕркелесе пыма хушнă.   

Хăрушсăрлăх мерисене пăхăнманнисене ҫийĕнчех тупса палăртмаллине, кирлĕ пулсан явап тыттармаллине те асăрхаттарнă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май, халăх йышлă пухăнакан обществăлла вырăнсене дезинфекци тума чĕнсе каланă. Енчен те ĕҫ планне мероприятисем кĕртнĕ пулсан, хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса пурнăҫламаллине те палăртнă вăл. Ют ҫĕршывсенчен пирĕн тăрăха килсе ҫитнисемпе асăрхануллă пулмалла, вĕсене тест партармалла. Уйрăмах шкул ачисене сыхă тăмалла, вĕсемпе чир-чĕр ересрен кулленех профилактика мероприятийĕсене ирттермелле.

Чирлисене валли сиплев учрежденийĕсенче хушма вырăнсене хатĕрлеме сĕннĕ.  Мĕнпур пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене ҫителĕклĕ вырнаҫтарма, вĕсемпе халăха пулăшу пама пăхса хăварнă.

Ял территорисене аталантарса пырассипе йышăннă мероприятисем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн каласа кăтартнă.  

Кăҫалхи ҫул ялсене аталантарассипе палăртнă проектсене пурнăҫа кĕртме  4,3 млрд йышăннă. Сахал мар объектсем пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.    Культура ҫурчĕсем, шкулсем, газификаци, ФАПсем тата ытти нумай ĕҫсем плана кĕртнĕ. Ҫул-йĕрсем тăвасси те кун йĕркинчех пулнине каланă вăл. Ҫулталăкне ялсенче пĕтĕмпе 3178 проект пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ.   

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче вырăнти влаҫра ĕҫлекенсен ялти инфратытăма  аталантарас ыйту ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла тесе каланă.   Чылай чухне проектсене пурнăҫа кĕртме вырăнти халăх кăштах укҫан та пулăшма тăрăшать. «Район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсене чĕнсе калатăп. Хăвăрăн тăрăхра енчен те кăлтăксем е чăрмавсем кăларса тăратнă объектсем пур пулсан, вĕсене ҫийĕнчех тупса палăртмалла, ыйтусене уҫăмлатмалла. Мĕне пула, ҫав йывăрлăхсем сиксе тухнине пĕлме тăрăшмалла, сăлтавĕсене те пăхса тухса тишкермелле», - тенĕ вăл.  

Йывăрлăх кăларса тăратнă объектсем пирки хыпарсене туххăмрах Чăваш Республикин Строительство министерствипе Экспертиза центрне илсе ҫитерме каланă, кун пек ĕҫе йĕркелесе пырсан тĕрĕс йышăнусем туса хăварма витĕм кӳрĕҫ тенĕ регион Ертӳҫи.   

Хулан хутлăхне хăтлăлатассипе йышăннă регионти проект пурнăҫа епле кĕрсе пынипе те кăсăкланнă канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем, палăртса хунă ĕҫсене планпа килĕшӳллĕн, чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕҫне-хĕрне ҫитерме каланă.    

Анчах та кăлăхах, хăш-пĕр муниципалитетсенче ĕҫсем графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫланса пыманни те куҫкĕретех.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Героев паянхи куна илес пулсан, Шупашкар, Улатăр, Каҫал ен, Пăрачкав, Тăвай районĕ хастар ĕҫленине палăртнă.

Ҫав вăхăтрах, Канаш, Ҫĕмĕрле хулисем,Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар районĕсем начар ĕҫлеҫҫĕ, аукционсене те ирттермен тенĕ вăл.  

Республика Пуҫлăхĕ кашни район тата хула ертҫлĕхĕпе ыйтусене пăхса тухмаллине, тивĕҫлĕ йышăнусем тумаллине каланă.

Енчен те бюджетра укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă пулсан, вĕсене тивĕҫмелле, объектсене вăхăтра пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшмалла тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регион Пуҫлăхĕ.

Фоторепортаж



27 октября 2020
09:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter