Комсомолпа чи çутă асаилÿсем çыхăннă

Комсомол вăл — çамрăклăх. Комсомол — чи çутă вăхăт. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Правительство çуртĕнче комсомол ĕçĕн хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. Çав çынсем ĕнер харсăр комсомолецсем пулнă пулсан, паян вара вĕсем пурнăçра пысăк çитĕнÿ тума пултарнă çынсем, халăх хуçалăхĕн ăста кадрĕсем.

«Совет саманинче комсомол пысăк пĕлтерĕшлĕ вăй шутланнă. Унăн ретĕнчен халăх хуçалăхĕ валли кадрсем пиçсе тухнă. Комсомолецсем çĕршыври чи пысăк стройкăсене хутшăннă. Чăваш комсомолĕсен вăйĕпе, сăмахран, Шупашкар ГЭСне хута янă, Трактор заводне çĕкленĕ. Эсир — комсомолăн çутă тĕслĕхĕсем. Сирĕн паха опытпа хальхи вăхăтра çамрăк ăрăва паллаштарма май килни питех те савăнтарать. Вăхăт хăвăрт шăвать, чылай япала улшăнать. Анчах та эсир яланах çамрăк. Комсомол ватăлмасть тесе ахальтен каламан ĕнтĕ», — терĕ Олег Николаев комсомол ветеранĕсене тĕл пулма май килнĕшĕн тав туса тата Чăваш комсомолĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа саламласа.

Тĕлпулу ăшă иртрĕ. Комсомол ветеранĕсем çамрăклăхне, çав çулсенчи ĕç-хĕлне аса илчĕç. «Комсомол кунĕ — çулталăкри чи хаклă уявсенчен пĕри. Комсомолра ĕçленĕ çулсем чи çутă тапхăр пек асăмăрсенче тăрса юлнă», — терĕç вĕсем.

Сăн ÿкерчĕксем тата видеосем кунта...

www.hypar.ru



28 октября 2020
19:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter