Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

На заседании  Кабинета Министров Чувашии рассмотрели проект Стратегии социально-экономическо­го развития республики до 2035 годаПаян, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ку хутĕнче Правительство членĕсем Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине 2035-мĕш ҫулччен аталантармалли ĕҫ хутне тарăн тишкернĕ. Республикăн 2035 çулченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕн проектне ырланă.

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ  кăҫал кăрлач–авăн уйăхĕсенче 53333,5 млн. танлашнă. 2019-мĕш ҫулхипе пăхас пулсан ӳсĕм чылай - 18 процент пысăк пулни куҫкĕретех.   Республикăн харпăр хăй тупăшĕ 27420,3 млн. танлашать. Ку енĕпе те пĕлтĕрхинчен кăтарту пысăк – 0,9 процент хăпарнă. 2020 ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăн пĕрлештернĕ хыснине налуксенчен тупăш 25542,6 млн.  кĕнĕ. Иртнĕ ҫулхи 9 уйăхри кăтартусемпе танлаштарас пулсан 2,3 процент пысăк пулни сисĕнет.  

Экономикăна вăй илтерсе пыракан пайсенчен пĕри – промышленноҫ тытăмĕ. Ял хуҫалăх аталанăвĕ те самай пысăк витĕм кӳни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  

«Паллă, Чăваш Республикин аталанăвĕн тĕп пайĕ промышленноҫ секторĕ. Аграри пайĕнчи ҫитĕнӳсем те сахал мар республикăна вăй илсе пыма пулăшаҫҫĕ. Информаци технологийĕ, туризм, строительство отраслĕсем экономикăна аталанса пыма чылай   май параҫҫĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пыни, инфратытăма хăватлантарни – республикăра пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне ырă енне куҫарса пыма пулăшать», – тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов.

Регионти таварсен калăпăшне ӳстерес тесен, республикăн пысăк потенциалне тĕпе хумалла, унпа усă курма пĕлмелле тенĕ вăл.

«Ҫулталăк лăпкă пулмарĕ, чăрмавсем самай пулчĕҫ. Тепĕр тесен, йывăрлăхсем кăларса тăратнă ыйтусем, кăлтăксене парăнтарма витĕм кӳчĕҫ. Мĕн пуррипе ҫырлахса, йывăрлăхсенчен ҫийĕнчех тухса пынă, кирек-епле ыйтăва та вăхăтра уҫăмлатнă. Пирĕн предпринимательлĕх пайне кулленех тĕрев пама пĕлмелле, патшалăх пулăшăвне вăхăтра тивĕҫтермелле, вĕсене аталанса пыма условисем йĕркелесе тăратмалла», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕнче регионăн 2035 ҫулчченхи аталанăвĕн ҫул-йĕрне тарăн тишкернĕ. Вăл ĕҫ хутне республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2020-2025-мĕш ҫулсем валли йышăннă Комплекслă программăна тĕпе хурса пурнăҫланă. Палăртса хăваратпăр, документа Аслă экономикăн канашĕнче 2020 ҫулта утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă.   

Стратегине тишкерме халăх самай пуҫтарăннă: наукăпа тĕпчев ĕҫĕнче, предпринимательлĕх тытăмĕнче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă ĕртӳҫĕсем хастар хутшăннă. Стратегийĕн проектне Раҫҫей Федерацийĕн Экономика министерствипе килĕшсе хатĕрленĕ. Чăваш Республикин Экономика министерствин сайтĕнче документа вырнаҫтарнă. Енчен те, кăмăл тăвакансем, паллашас килет пулсан, ҫак адреспа (сайт) вуласа пĕлме пултаратăр. Енчен те сĕнӳсем пур пулсан, предложенисене ҫак электронлă почтăпа mineconom@cap.rumineconom03@cap.ru йышăнаҫҫĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (8352) 56-52-28.

«Стратеги чĕрĕ, ĕҫлемелли документ. Пирĕн пуласлăхри ҫул-йĕрсене палăртать.  Начар енсене те курма май пур, ҫитĕнӳсене те палăртма аван. Мĕнпур ыйтусене тĕпе хурса, республикăн пĕрлехи аталанăвĕн ҫул-йĕрне палăртса хăваратпăр», - тесе каланă Олег Николаев.  

Республика Пуҫлăхĕ мероприятисен ĕҫне кулленех мониторинг тума каланă, ҫакăн евĕр ĕҫе йĕркелесе пырсан, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пуласлăх ҫул-йĕрĕсене палăртма меллĕ тенĕ сăмаха ҫавăрса.

Фоторепортаж



28 октября 2020
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter