«Чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫыравҫи» литература каҫӗ иртнӗ

Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи тӗп вулавӑшра «Чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫыравҫи» литература каҫӗ иртнӗ.

Ӑна чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачи, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историлле роман-эпопея авторӗ Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа 105 ҫитнине халалланӑ. Ку хыпара Фейсбурки хӑйӗн страницинчен Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫасен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пӗлтерне. Вӑл мероприятие йӗркелекенсемпе унта хутшӑннисене тав тунӑ.

Куҫма Турхан 1915 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Ача ҫуртӗнче ӳснӗ. 1934 ҫулта Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровскйи ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. 1988 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Тӗплӗнрех



28 октября 2020
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter