Реконструкци хыҫҫӑн Шупашкар аэропорчӗ ытларах транзитлӑ авиарейссем йышӑнма пултарать

Чебоксарский аэропорт после реконструкции сможет принимать больше транзитных авиарейсовКун пирки паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Атăлҫи федераци округĕн транспорт прокурорĕпе Дмитрий Коношевпа ирттернĕ тĕлпулура пĕлтернĕ.  

Регион Пуҫлăхĕ прокурора  республикăра авиа тата шыв ҫийĕн ҫӳремелли транспорт тытăмне аталантарас ĕҫ пуҫланнă тесе хыпарланă.  

«Шупашкарти А.Николаев ячĕпе хисепленсе тăракан аэропорта реконструкцилес ĕҫе тытăннă. Планпа килĕшӳллĕн строительство ĕҫне ҫитес ҫул вĕҫне-хĕрне ҫитерме тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра проектпа смета ĕҫ хутне экспертиза кăларассипе тăрăшаҫҫĕ. Республика Правительстви, муниципалитет пĕрлешĕвĕ кирлĕ пек мĕнпур мерăсене пăхса хăварнă. Чăрмав ҫук, ĕҫсем вăраха тăсăлмĕҫ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Енчен те палăртса хунă ĕҫсем туллин пурнăҫа кĕрсен, аэропорт ытларах та ытларах рейса тухасcи пĕрре те иккĕлентермест. Пĕр сăмахпа каласан, вăл сферăра хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан технологи витĕмлĕхĕ пулĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем шыв ҫийĕн ҫӳремелли транспорт ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă, пуласлăхра региона валли  «Валдай-45Р»  евĕр карап туянма тĕллев лартнине те асăннă республика Пуҫлăхĕ.   

«Пирĕн шухăша Раҫҫей Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин  ырланă. Хальхи вăхăтра хатĕрленӳ ĕҫĕсем пыраҫҫĕ.  Чи пысăк ĕҫсенчен пĕри – «Мускав-Хусан» маршрута уҫасси, тен «Шупашкар - Чулхула» та маршрут пулĕ", - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем пирки те калаҫнă, халăха валли условисем ҫӳллĕ шайра пулмаллине палăртнă.      

Фоторепортаж   



29 октября 2020
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter