Чăваш патшалăх педагогика университечĕ 90 çул тултарчĕ

 И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче уяв иртнĕ.

Пирĕн республикăри чи сумлă аслă шкул уçăлнăранпа 90 çул çитрĕ. Шăп çав çул юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче университетра занятисем пуçланнă. Пĕрремĕш вĕренÿ çулĕнче виçĕ уйрăмра 110 çамрăк вĕреннĕ. Юбилее халалласа аслă шкулта уçă лекцисем, ăсталăх сехечĕсем, конкурссем, концерт тата ытти мероприяти иртрĕ.

Çак сумлă уяв ячĕпе преподавательсемпе студентсене Вĕрентÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алевтина Федорова, ЧППУ ректорĕ Владимир Иванов саламларĕç, чи сумлă вĕрентекенсене тĕрлĕ награлăпа чысларĕç. Студентсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

www.hypar.ru



03 октября 2020
07:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter