Заводра тухăç «конвейерĕ» чарăнмасть

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти «Чăвашкабель» акционер обществин коллективĕн ĕç тухăçне ÿстермелли программине еплерех пурнăçланипе паллашрĕ.

Кашни цехра тата участокра инженерсемпе тата рабочисемпе мĕнле ĕçсем тумаллине, тухăçа хăш çулсемпе кайса хăпартмаллине хут çине тĕпĕ-йĕрĕпе палăртса ăна 2020 çул пуçламăшĕнче çирĕплетнĕ. Вĕсене коллективсенче темиçе хута та сÿтсе явнă, ку енĕпе ÿсĕм тăвассишĕн кашнин тĕллевĕсене палăртнă.

— Вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн вунă уйăх ĕçлерĕмĕр ĕнтĕ, — пĕлтерчĕ Игорь Кортунов. — Производство тухăçĕ хушăнчĕ, вăл ÿссех пырĕ. Виçĕ çулта ăна 30% таран хăпартма тĕллев лартрăмăр.

Проекта ĕçе кĕртессине йĕркелекенсем Олег Николаева тухăç «конвейерне» хăвăртлатассишĕн пурнăçлакан мероприятисемпе паллаштарчĕç. Темиçе цех ĕçĕпе кăсăкланнă хыççăн вăл журналистсене «Чăвашкабельте» тухăçа ÿстерни пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Уйрăммăн илсен предприяти производство калăпăшне ÿстернине, çакăнпа пĕрлех ĕç условийĕсене лайăхлатнине палăртрĕ.

Çакăн хыççăн Олег Николаев Шупашкарти электромеханика колледжĕнче — регионсен пĕлÿлĕх центрĕнче — пулса «Чăвашкабель» общество, ытти предприяти валли рабочисем хатĕрлес ĕçе еплерех йĕркеленипе паллашрĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ



30 октября 2020
17:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter