Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Республиканский оперштаб рекомендовал школьные каникулы провести в кругу семьи, а не в общественных местахПаян, юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енре  коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем, шкул ачисем кану тапхăрне епле ирттерни пирки ыйтăва сӳтсе явнă.  Республикăри 169 шкулта ачасене юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуҫласа чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕччен кĕркуннехи тапхăрпа пулакан канăва янă, ытти 244-шĕн чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуҫланĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  ачасен кану тапхăрĕнче асăрхануллă пулмаллине каланă.   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алла Салаева лару-тăру ырă енне куҫтăр тесен, кружоксен, секцисен ĕҫĕсене вăхăтлăха пăрахăҫласан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ. Кун пирки ашшĕ-амăшĕсем те пĕрре мар тепре чухне сăмах пуҫарнă.   

«Роспотребнадзорпа, Чăваш Енри Спорт министерствипе, Чăваш Республикин Культура министерствипе ыйтăва пĕрле сӳтсе явнă. Кирлĕ пек йышăну та тунă.  Хушма пĕлӳ паракан учрежденисенче те мĕнпур ĕҫе кану вăхăтĕнче чармалла. Тен ун пек тусан, йывăрлăхсене парăнтарма ҫăмăлрах пулĕ», -  палăртнă хăйĕн докладĕнче Алла Салаева.  

Ачасене кĕркуннехи тапхăрпа канăва янă чухне, учительсен те дистанци мелĕпе ĕҫсене пурнăҫласа пырсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Кун пек ĕҫе йĕркелени пуриншĕн те усăллă. Ашшĕ-амăшĕсем те ытлашши пăшăрханмĕҫ. Вĕрентекенсем килтен ĕҫлесе пырсан, чир-чĕре вăраха каяссинчен чарĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Ку хутĕнче оперативлă штаб пайташĕсем мобильлĕ ушкăнсем районсемпе хуласене тухса тĕрĕслев ирттернин кăтартăвĕсене пăхса тухнă.  Обществăлла вырăнсенче тепре чухне йĕрке пăснине асăрхама пулать тенĕ комисси пайташĕсем. Транспортсем ҫинче, лавккасенче ҫынсем асăрхануллă пулма тăрăшманни сисĕнет. Тепĕр тесен, кашнин сывлăхĕ хăйсен аллинче те. Йĕрке пăсакансем пирки Чăваш Енри IT-специалисчĕсем пĕрлехи тытăмра хыпарсене вырнаҫтарса пыма та пултарайраҫҫĕ.  

«Мобильлĕ ушкăнсене районсенче ҫӳремелли ҫул-йĕрсен маршрутне вырăнти ертӳлĕх ҫирĕплетет.  Енчен те йĕрке пăсакансене тупса палăртсан, сăн ӳкерчĕксем вырнаҫтармалла,  кирлĕ пек хыпара вырнаҫтармалла.  Судсене валли хушма ĕҫ хучĕ пулать», - тесе каланă Чăваш Ен информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов.  Мобильлĕ приложенипе пурин те ĕҫлеме тăрăшмалла.  Чи аван ĕҫлекеннисем: Етĕрне, Красноармейски районĕсем, Шупашкар хулипе Ҫĕнĕ Шупашкарсем.         

Паянтан пуҫласа ĕҫе вăраха тăсмасăр пурнăҫлама тытăнмаллине асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Фоторепортаж



30 октября 2020
15:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter