Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарти электромеханика колледжне тата "Чӑвашкабель" заводне ҫитсе килнĕ

Олег Николаев: в бережливое производство необходимо вовлекать больше предприятий регионаПаян, юпа уйăхĕн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарти электромеханика колледжӗн базинче "Процессен фабрикисене" ятлă ҫĕнĕ уйрăма уҫма хутшӑннă.  Палăртнă уйрăма  " Ĕҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес тата ӗҫпе тивӗҫтерес» наци проектне тĕпе хурса пурнăҫа кĕртнĕ.

Ку – ятарлă вӗренӳ площадки. Кунта ҫамрăксем тĕрлĕ паха опытсене курса ĕненеҫҫĕ.  Наци проекчĕпе ĕҫлесе пыракан предприятисем тӳлевсĕр тĕрлĕ пулăшусемпе усă курайраҫҫĕ.  Кунти специалистсем Федераци компетенцийӗсен центрӗнче ăс пухса сертификацильлĕ пулнă.

Перекетлӗ производствӑра  паха оборудованисемпе тивĕҫтерес, ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерес тата продукци туса кӑларма вӑхӑта, укҫа-тенкӗ тӑкакӗсене пӗчӗклетес ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ.  Пĕр сăмахпа каласан,  Шупашкарти электромеханика колледжĕнче — регионсен пĕлӳлĕх центрĕнче условисем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ. 

"Кун пек вӗренӳ   тытăмĕ  пысăк тĕллевĕн пуҫламăшĕ тейĕпĕр.  Предприятисемшĕн кун евĕр ĕҫе йĕркелени питĕ пĕлтерĕшлĕ.  Студентсем, кунта тăрăшакансем пĕтĕм кăмăлтан хăйсен тавра курăмлăхне ӳстерсе пыраҫҫĕ. Преподавательсене хӑйсен квалификацине ӳстерсе пыма та аван.  Ҫакăн пек ĕҫ ҫĕнĕ варкăш кĕртет аталану юхăмне.  Ҫавăнпа та эпĕ тепĕр хут палăртса каласшăн, ҫакнашкал уйрăмсене малашне те йĕркелесе яма тăрăшмалла»,  - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Ҫавӑн пекех паян регион Ертӳҫи Шупашкарти "Чӑвашкабель" заводне те ҫитсе килнĕ.  Кун пек ĕҫлĕ ҫул-ҫӳревре паян республика Пуҫлăхĕ производствăпа тĕплĕн паллашнă, пилотлă проект епле пурнăҫа кĕрсе пынипе кăсăкланнă, ĕç тухăçне ӳстермелли программа еплерех пулса пынине курса ĕненнĕ.

"Чӑвашкабелӗн" генеральнӑй директорĕ Игорь Кортунов предприяти пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă, ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен чарăнса тăнă, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан условисем пирки ăнлантарса панă пухăннă хăнана. 

"Кашни цехра тата участокра инженерсемпе тата рабочисемпе мĕнле ĕçсем тумаллине, тухăçа хăш çулсемпе кайса хăпартмаллине хут çине тĕпĕ-йĕрĕпе палăртса ăна 2020 çул пуçламăшĕнче çирĕплетнĕ. Вĕсене коллективсенче темиçе хута та сӳтсе явнă, ку енĕпе ӳсĕм тăвассишĕн кашнин тĕллевĕсене палăртнă. Вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн вунă уйăх ĕçлерĕмĕр ĕнтĕ. Производство тухăçĕ хушăнчĕ, вăл ÿссех пырĕ. Виçĕ çулта ăна 30% таран хăпартма тĕллев лартрăмăр", — пĕлтернĕ Игорь Кортунов

Кулленех ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пырассипе тăрăшса  вăй хунине асăннă организаци ертӳҫи.  

Олег Николаев регионти ытти предприятисене те  ҫак проектпа ĕҫлеме сĕннĕ.

 Промышленноҫ аталанăвне ҫĕнĕ проект чылай витĕм кӳрет.  Регионти промышленноҫ аталанăвĕн фончĕ уйрăмах асăннă ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрать.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ предприятисемпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пырать. Ӳлĕмрен те ҫакăн пек пысăк тĕллевсем патне туртăнма чĕнсе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.  

Фоторепортаж



30 октября 2020
19:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter