Çĕнĕ пуçлăхсем ĕçе пуçăнаççĕ

Пирĕн республикăра районсемпе хуласен, çавăн пекех вĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене суйлас-палăртас ĕç пырать.

Паян Патăрьел районĕн депутатсен 7-мĕш Пухăвĕн 2-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков ертсе пынă. Унта район администрацийĕн пуçлăхне палăртасси тĕп ыйту пулнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе комисси председателĕ — ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паллаштарнă. Конкурса 3-ĕн хутшăннă: Рудольф Селиванов, Виктор Львов, Петр Перепелкин. Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче ытларăхăшĕ Рудольф Селиванова райадминистраци пуçлăхне лартассишĕн сасăланă. Унпа контракт тунă, çак килĕшÿ районăн депутатсен 7-мĕш Пухăвĕ ĕçлекен тапхăрта вăйра тăрĕ.

Красноармейски районĕн депутатсен 7-мĕш Пухăвĕн паян иртнĕ ларăвĕнче те райадминистраци пуçлăхне палăртас ыйтăва пăхса тухнă. Халăх суйланă çынсем уçă сасăлавра пĕр саслăн пулса Александр Кузнецовăн кандидатурине ырланă. «Александр Николаевича кăçалхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа Красноармейски районĕн депутатсен 7-мĕш Пухăвĕн полномочийĕсем вĕçлениччен райадминистраци пуçлăхне контарктпа лартнă», — тенĕ районăн официаллă сайтĕнче. Шăмăршă районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне район депутачĕсен Пухăвĕ каллех Владимир Денисова çирĕплетнĕ. Сăмах май, Владимир Васильевича иртнинче ку должноçра 2015 çулхи юпа уйăхĕнче лартнăччĕ.

Улатăр райадминистраци пуçлăхĕн должноçне йышăнасси пирки юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче конкурс пĕлтернĕ. Комиссие 2 заявка тăратнă: Нина Шпилевая тата Андрей Сазанов. Конкурс кăтартăвĕсемпе комисси председателĕ — ЧР ĕçлев министрĕн пĕрремĕш çумĕ Лариса Арсентьева паллаштарнă. Комисси тăратнă документсене тишкернĕ, кандидатсемпе уйрăммăн калаçнă хыççăн тата рейтинг сасăлавĕпе Нина Шпилевая мала тухнă, вăлах конкурса çĕнтернĕ. Кандидатурăсене депутатсен Пухăвĕнче пăхса тухма тăратнă. Депутатсем паян Нина Шпилевая кандидатурине ырланă.

www.hypar.ru

Ирина НИКОЛАЕВА.

 



30 октября 2020
07:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter