Пурне те маска тăхăнма хушнă

Паян коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская Раççей тĕп санитари врачĕн йышăнăвĕпе паллаштарчĕ. Унпа килĕшӳллĕн общество вырăнĕсенче пурин те маска тăхăнмалла, аслă ӳсĕмри çынсене дистанци мелĕпе ĕçлеме куçарма сĕннĕ, общество апатланăвĕн предприятийĕсене каçхи 23 сехетрен пуçласа ирхи 6 сехетчен ĕçлеме чарнă. Çавăн пекех Чăваш Енре кафе-столовăйсенче ĕçкĕ-çикĕ ирттерме чарнă. Надежда Феофановна каланă тăрăх, 50-60 çулсенчи çынсем коронавируспа ытларах чирлеме тытăннă. Пневмонипе аптракансен йышĕ кăштах чакнă, ку эрнере 514 тĕслĕхе шута илнĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, чирлекенсен шучĕ 2003 çитнĕ, вĕсенчен 49-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. Çĕрпӳри тĕп больницăра коронавируслисем валли хушма койкăсем хатĕрленĕ. Пилĕк уйăхра 428 çын реабилитаци тухнă, хальхи вăхăтра санаторисенче 85 çын сипленет. Шупашкарти хула больницинчи компьютер томографийĕ тăвакан диагностика центрĕ талăкĕпе ĕçлеме пуçлĕ.

Алла Салаева вице-премьер мобильлĕ ушкăнсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Районсемпе хуласенче ĕçлекен ятарлă ушкăнсем 1160 хут рейда тухнă, уйрăмах ку енĕпе Вăрмар районĕ палăрнă. Унта 17 ушкăн куллен тĕрĕслеве тухнă. Хальхи вăхăтра республикăри 169 шкула каникула янă, тунтикун 200 шкул канăва кайĕ.

www.hypar.ru



30 октября 2020
11:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter