Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев вĕрентекенсене професси уявĕ ячĕпе саламланă

Олег Николаев наградил педагогов, подготовивших призеров Всероссийской олимпиады школьников

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев вĕрентекенсене, педагогсене,  професси уявĕ ячĕпе саламланă. Ку хутĕнче уҫă калаҫăва пĕлтĕр вĕренӳ ҫулĕнче ачасене Пĕтĕм Раҫҫейре иртекен олимпиадăсене хутшăнма витĕм кӳнĕ педагогсем хутшăннă.

 Тĕлпулăва «Эткер» Центрта йĕркеленĕ. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алла Салаева килсе ҫитнĕ.  

2019–2020-мĕш ҫулсенче Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ олимпиадăсене Чăваш Енрен 16 ача хутшăннă. Вĕсене пысăк ăмăртăва хутшăнма витĕм кĕнĕ вĕрентекенсене регион Пуҫлăхĕ ырланă, ырă тĕслĕхĕ ыттисемшĕн паха тенĕ. Паянхи пурнăҫ таппинче вĕрентекенсен умне тата та пысăкрах тĕллевсем лартнă: вĕсен ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса пымалла, тавра курăмне ӳстерме пулăшмалла, ăс-хакăл тĕнчине те пуянлатма витĕм кӳмелле тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.

«Паянхи вăхăт ытларах та ытларах ҫĕнĕ майсем ҫине тимлĕх уйăрма хистет. Мĕн ачаран ҫынсене ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма вĕрентекенсем пулăшаҫҫĕ. Эсир ăс паракан ачасен тавра курăмĕ ӳссе пыни никама та иккĕлентермест. Сирĕн хушăрта килĕшӳ хуҫаланать. Ачасене ăс парассишĕн ырми-канми ĕҫлетĕр, ку вара тĕп пуянлăхсенчен пĕр пулса тăрать те», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ. 

Палăртма кăмăллă, вĕрентекенсем хушшинче паянхи тĕлпулура Олег Николаевăн пĕрремĕш учителĕ те пулнă. Ăна Лидия Васильевна Власова тесе чĕнеҫҫĕ.  Хĕрлĕ Чутайĕнче пĕрремĕш класра вĕреннĕ Олег Николаевăн кун-ҫулĕ пирки каласа кăтартнă сумлă вĕрентекен. Лидия Власова 19 ҫулта ӗҫе кӳлӗннӗ. Элӗк районӗнчи Ҫирӗккасси ялӗнче ҫуралнӑскер, Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухсан Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Атикасси шкулӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Пуҫласа шкул урати урлӑ ярса пуснӑ вунӑ хӗрачапа вунӑ арҫын ача хушшинче пулас Чӑваш Енӗн Пуҫлăхĕ те пулнӑ. Олег Николаев математикӑна уйрӑмах аван ӑнланнине аса илнӗ Лидия Власова. Олег Николаевӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ халӗ Шупашкарти 48-мӗш шкулӑн Чантӑрти корпусӗнче ӗҫлет. «Хамăн профессине нихăҫан та улăштарман, хам вĕрентсе кăларнă ачасемпе чăннипех те мăнаҫланатăп. Пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă ҫынсем пуриншĕн те ырă тĕслĕхре», - тенĕ педагог.

Олег Николаев хăйне вĕрентсе пысăк пурнăҫ ҫулĕ ҫине тăма пулăшнă пĕрремĕш вĕрентекене тав тунă.

Тĕлпулура Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă вĕрентекенсене свидетельство парса чысланă.   Патшалăх енчен пулăшу вĕсене малашне те ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳрессе шанатпăр. 

 

Фоторепортаж



05 октября 2020
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter