Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Учительсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплĕ вĕрентекенсемпе преподавательсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп! Чăваш Енре талантлă педагогсем йышлă, вĕсем хăйсен пĕлĕвне вĕренекенсене параççĕ, вĕсен ăнăçăвĕсемшĕн чунтан савăнаççĕ – çакна туйма питĕ кăмăллă. Мĕншĕн тесен шăпах вĕрентекен пирĕн ачасене ăнăçлă çын пулса çитĕнмелли никĕс хывать.

Пуçламăш утăмсем тăвакан çамрăк преподавательсене хăйсен вăйне шанма, çĕнĕ çитĕнӳсем патне ăнтăлма сунатăп. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсене суйласа илнĕ ĕçе парăннăшăн чĕререн тав тăватăп.

Тӳсĕмлĕхпе ăнланушăн, ырă сунса каланă кашни сăмахшăн тата ăслă канашсемшĕн питĕ пысăк тав!

Мĕн пур педагога профессири çĕнтерӳсем, çирĕп сывлăх тата телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                       Олег Николаев



05 октября 2020
07:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter