Канашни эрнере пулакан канашлура пурăнмалли хваттерсене ăшăпа тивĕҫтерес ыйтăва тата кăшăл вирус енĕпе лару-тăрăва сӳтсе явнă

На еженедельном совещании обсудили ситуацию с коронавирусом и пуск тепла в жилые дома

Фоторепортаж

Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ канашлăва ирттернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе паллашиччен регион Ертӳҫи Раҫҫейри субъектсенче кăшăл вирус енĕпе лару-тăру епле пулни ҫинчен хыпарланă, Чăваш Енре ку тĕлĕшпе лару-тăру лăпкă пулнине палăртнă.   

«Район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсене тепĕр хут асăрхаттарса хăваратăп. Ют регионсенчен килекен ҫынсене ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле. Вĕсем час-чсах усал чир амакне пирĕн тăрăха илсе килеҫҫĕ. Йĕрке пăсакансене тупса явап тыттармалла», – тесе каланă Олег Николаев.  

Чăваш Республикинче пурăнмалли ҫурт-йĕре ăшăпа тивĕҫтерме пуҫланă.  Чăваш Республикин строительство министрĕ Александр Героев нумай хваттерлĕ ҫуртсен 29 процентне ăшăпа тивĕҫтернĕ тесе хыпарланă.  Ку эрнере Шупашкарпа Ҫĕнĕ  Шупашкарта пурăнакансем патне туллин ăшă ҫитĕ тесе каланă министр сăмаха малалла тăснă май.  Олег Николаев Чăваш Ен Строительство министерствине ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеме, кăлтăксем пулсан, вĕсем пирки туххăмрах пĕлтерме хушнă.  

Паян канашлăва пухăннисем республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕпе ҫыхӑннӑ ыйтăва тӗплӗн сӳтсе явнă, 9 уйăхри ĕҫ кăтартăвĕсем ҫинче чарăнса тăнă.

Кăҫал юпа уйăхĕн 17–25-мĕш кунĕсенче Шупашкарта тӗнчери балет фестивалĕ пулать.  Кăçалхи балет фестивальне, шучĕпе вăл 24-мĕш хут иртет, «Хуркайăк çулĕ» балетпа уçĕç. Унăн либреттине пĕтĕм тĕнчери конкурссен дипломанчĕ Данил Саламбаев чăваш юмахĕсене тĕпе хурса çырнă. Музыкине хайлама Александр Галкин композитора ыйтнă. Çапла, шăпах çавă, «Аттила – халап çурални» балет валли кĕвĕ çыраканĕ. Шăпăрлансенчен пуçласа ваттисем таранах кăсăклантарма тивĕç балетра наци музыкипе те усă курнă. Икĕ пайлă çĕнĕ ĕçĕн балетмейстерĕ – Данил Салимбаев, художникĕ – Валентин Федоров, дирижерĕ – Дмитрий Банаев.

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Дон Кихот» балета йыхравлаççĕ. Унти Китри ролĕнче – Мускаври Пысăк театрта ĕçлекен Раççей тава тивĕçлĕ артистки Евгения Образцова, Базиль – пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Денис Родькин. Дирижерĕ – Карели патшалăх филармонийĕнчи Анатолий Рыбалко. Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче кăтартма палăртнă «Баядерка» балетри Никия тата Солор сăнарĕсене Санкт-Петербург хулинчи Мариинка театрĕнчи Оксана Скорикпа Андрей Ермаков (вĕсем иккĕшĕ те – пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем) калăплĕç. Ылтăн турă ролĕнче – Мускаври Кремль балетĕнчи Егор Мотузов. Дирижерĕ – Раççей тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Ольга Нестерова. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чулхулари оперăпа балет театрĕ «Корсар» балетпа килсе çитĕ. Асăннă çак ĕçсем пурте – тĕнче хореографийĕн шедеврĕсем.

Фестиваль яланхиллех гала-концертпа вĕçленĕ. Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче пулĕ вăл. Сцена çине Санкт-Петербургри Михайловка, Мускаври К.С.Станиславский тата Вл.И.Немирович-Данченко ячĕллĕ академи музыка театрĕнчи, Мускаври Кремль балетĕнчи, Бурят Республикинчи академи оперăпа балет театрĕнчи ăстасем тухĕç. Гала-концертăн дирижерĕ – Мордва Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Сергей Кисс, балет труппин илемлĕх ертӳçи – Данил Салимбаев.

Канашлу ĕҫĕсене пĕтĕмлетнĕ хыҫҫăн, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов кăшăл вирус енĕпе республикăри лару-тăрупа журналистсене тĕплĕн паллаштарнă.    

«Ыйтăва кулленех тĕрĕслевре тытатпăр. Чир-чĕр сарăлни сисĕнмест. Вăраха кайса аптракансене сиплев учрежденийĕсенче пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе туллин тивĕҫтереҫҫĕ. Халăх хăй сывлăхне упрассишĕн тăрăшни сисĕнет, профилактика мелĕсене ҫирĕп пăхăнать. Енчен те йĕркене тытса пырсан, чир-чĕр сарăлмĕ тесе шутлатпăр. Йывăрлăхсене пĕрле татса памалла, специалистсен сĕнĕвĕсем ҫине тимлĕх уйăрмалла, йĕркене пăсма юрамасть», – тенĕ министр.      

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алла Салаева  шкулсенче коронавирус енӗпе  лару-тăру мӗнлерех шайра пулнипе паллаштарнă.

«Ачасене канăва ярасси пирки нимĕнле йышăну та туман. Кĕркуннехи канăвне кăштах тăсма пулмĕ-ши тесе Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн специалисчĕсенчен канаш ыйтнă. Яланхиллех кану вӑхӑчӗ чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫланмалла. Анчах та ҫанталăк сивĕтсе пынине кура, ачасем гриппа тата ОРВИпе чирлеме пултараҫҫĕ. Апла пулсан, тен, профилактика тăвас тесе, вĕсене пĕр эрнене дистанци мелĕпе вĕрентме куҫарсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тесе шутлатпăр. Пирĕн сĕнĕве Роспотребнадзр пăхса тухĕ, каярах вара хуравне парĕ», – тесе каланă вице-премьер.     



05 октября 2020
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter