Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫумӗнче Обществӑлла канаш пулĕ

При Главе Чувашии появится Общественный совет и ликвидируется институт советников

Юпа уйăхĕн 5-мӗшӗнче Олег Николаев Халӑх штабӗн пайташĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Вăл Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнче Общество канашне йӗркелеме  палăртнине пӗлтернĕ.

Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, ҫак канашлу органӗ республикӑри обществӑпа политика, социаллӑ пурнӑҫпа экономика сферине аталантарас енӗпе сӗнӳсем хатӗрлессипе ĕҫлессине хыпарланă. Регион пурнăҫне лайӑх енне куҫарас ӗҫе те ҫӳлерех палăртнă канаш хутшăнассине палăртнă.

Канаш йышӗ общество пӗрлешӗвӗсен представителӗсенчен йӗркеленӗ. Ҫак йыша ком-мерциллĕ мар пайра вăй хуракансем те кĕме пултараҫҫĕ. Унта Халӑх штабӗн пайташĕсем кĕресси  те паллă. Кунсăр пуҫне Пӗтӗм Раҫҫейри Халӑх фрончӗн, общество совечӗсен представителӗсем кӗрӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Общество канашӗн пайташĕсем пулма ҫакăн пекех наукӑпа культура, искусство, вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗ тата ытти сферӑсенче патшалӑх е общество ӗҫ-хӗлӗнче уйрӑмах  пысăк хисепе тивĕҫнисем те пултарĕҫ.

"Чӑваш Республикин Экономикăн Аслă канашӗ пур чухне Общесто канашне мӗншӗн йӗркелени пирки ҫынсем ыйтма пултарасси те паллă.  Хуравӗ  те пур. ВЭСа экономикӑна аталантарас ӗҫӗн майсене системӑлама, конкретлӑ кӑтартусене пурнӑҫлама условисем туса хатӗрлеме хушнӑ. Общество канашӗн тӗллевӗ  вара, ҫак мероприятисене, программӑсене пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрасси, хутшӑнасси",  - тесе ăнлантарса панă ыйтăва Олег Николаев.

Общество канашĕн пайташĕсем Пуҫлӑх советникĕсен ӗҫ-хӗлне те хутшăнĕҫ, вĕсене тĕрлĕ паха сĕнӳсем парса пулăшĕҫ.

"Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Общество канашне туса хунӑ хыҫҫӑн канаш-ҫӑсен институчӗсене пăрахăҫлама май пулӗ. Вӗсене Общество канашӗн пайташĕсем улӑштарĕҫ. Ҫӗршыв Президенчӗ влаҫри ҫынсене час-часах халăхпа уҫҫăн тĕл пулма ыйтать. Ҫынсен сĕнĕвĕсене итлеме те пĕлмелле тесе палӑртать.  Влаҫпа халăхăн тӳрӗ ҫыхăнура тăмалла.  Ҫакӑн пек йышăну маншӑн, республика Пуҫлӑхӗшӗн, тухӑҫлӑ йышӑнусем вӑхӑтра туса хума май парĕ", - тенĕ Олег Николаев.

Халӑх штабӗн пайташĕсем регион Пуҫлӑхӗн шухăшне ырланă.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Общество канашне туса хурасси ҫинчен калакан указа хатĕрлес ĕҫ пынине пĕлтернĕ Олег Николаев.  Канаш ĕҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ тĕрĕслесе пырасса палăртса хăварнă калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май регион Пуҫлăхĕ.

 

Фоторепортаж



05 октября 2020
16:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter