Журналистсем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗпе тӗл пулса калаҫнӑ

Республикӑри журналистсем Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗпе тӗл пулса калаҫнӑ.

Лидия Власова 19 ҫулта ӗҫе кӳлӗннӗ. Элӗк районӗнчи Ҫирӗккасси ялӗнче ҫуралнӑскер Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухсан Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Атикасси шкулӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Пуҫласа шкул урати урлӑ ярса пуснӑ вунӑ хӗрачапа вунӑ арҫын ача хушшинче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулас шӑпӑрлан та пулнӑ. Пӗчӗк Олег Николаев математикӑна уйрӑмах аван ӑнланнине аса илнӗ Лидия Власова.

Олег Николаевӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ халӗ Шупашкарти 48-мӗш шкулӑн Чантӑрти корпусӗнче ӗҫлет.

 



https://www.chuvash.org/news/26497.html
05 октября 2020
11:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter