Чӑваш Енре халăх умĕнчи ӗҫ укҫин парӑмĕ ҫулталăк пуҫланнăранпа 45 % чакнă

В Чувашии с начала года  задолженность по заработной плате снизилась на 45%   Халăха вăхăтра ĕҫ укҫипе тивĕҫтерсе тăнине тĕрĕслесе пыракан ведомствăсем хушшинчи комиссийĕн ларăвне юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  ертсе пынă.  Федерацин статистика службин Чăваш Енри Управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2020 ҫулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регионта 10 организацийĕн халăх умĕнче 19,95 миллион парăм пухăнса кайнă.  

Чăваш Енри Патшалăх ĕҫ инспекцийĕн ертӳҫи Алексей Метёлкин хăйĕн сăмахĕнче регионта кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа парăм чылай чакнине, кăтарту 16,45 миллионпа танлашнине хыпарланă. Апла пулсан, парăм 45 процент сахалланни куҫкĕретех.

Регионта прокуратура тата ытти ятарлă служба ĕҫченĕсем ыйтăва кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тытаҫҫĕ.  

Кашни ĕҫлекен ҫыннăн шалу укҫине вăхăтра тивĕҫмелле тенĕ Олег Николаев. Ҫӳлерех палăртнă комиссийĕн пайташĕсен уйрăмах ыйтăва тимлĕх уйăрмалла, ҫитменлĕхсене тупса палăртмалла, йĕрке пăсакансене те вăхăтра явап тыттармалла тенĕ вăл.

Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйтупа Чăваш Республикин ĕҫлев министрĕ Алёна Елизарова та тарăн доклад тунă.   Вăл пенси ҫулне ҫывхарса пыракан ĕҫлекен ватăсене епле тимлĕх патшалăх енчен уйăрни пирки каласа кăтартнă.  Мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсене «хĕрӳ линисем» йĕркеленине асăннă министр. Час-часах пулăшусемпе, сĕнӳсемпе тивĕҫтернине каланă вăл сăмаха ҫавăрса.

  Федерацин пенси фончĕн Чăваш Енри Управленийĕ палăртнă тăрăх, пенси ҫулне ҫывхарса пыракан 28501 ҫын тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче вăй хурать.  Апла пулсан, шăпах та вăл ҫынсемпе асăрхануллăрах пулмалла, тимлĕх уйăрма манмалла мар, ку ыйту ҫине Чăваш Республикин Ĕҫлев министерствин те  кулленех пăхмалла тенĕ ведомство ертӳҫисем.    

Фоторепортаж



06 октября 2020
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter