Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительствăн çул çӳрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

В Чувашии централизуют дорожные работы

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительствăн çул çӳрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвне ирттернĕ.

Чăваш ЕНри Шалти ĕҫсен министерствин Çул ҫӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн Управленийĕн Пуҫлăхĕ Владимир Романов хăйĕн сăмахĕнче кăҫал 9 уйăх хушшинче ҫулсем ҫинче пулнă инкексен йышĕ 5,1 процент чухлĕ чакнине хыпарланă.  Ҫулсем ҫинче пулнă инкексенче ҫынсен вилнин шучĕ те 3,3 процент чухлĕ сахалланнă. Сусăрланнисем пирки калас пулсан, кăтарту 5,6 процент чакнă. Апла пулсан, лару-тăру регионти ҫулсем ҫинче лайăх енне куҫса пыни сисĕнет. Республикăри çулсем çинчи аварисен, вĕсенче вилнисен шучĕ кăçал кăшт чакнă пулин те хăрушсăрлăха çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлемелли хальлĕхе пур-ха.    

Олег Николаев доклада итленĕ хыҫҫăн ҫапларах каланă: «Ҫулсем ҫинче инкексем пулнă тĕслĕхсен шутне чакарас тесен, мĕнпур палăртнă мероприятисене комплекслă туса ирттермелле», - тенĕ. Ҫулсем ҫинче ҫутă ҫителĕклĕ пулмалла, ăптăр-каптăр ҫулсем пачах пулмалла мар, светофорсен лайăх ĕҫлемелле, водительсен, ҫынсен ҫирĕп йĕркесене пăхăнмалла, никамăн та ҫул-йĕр правилисене пăсма ирĕк ҫук тесе асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Шăтса-çурăлса пĕтнĕ асфальт, разметка çукки, çул-йĕр паллисем нормативсене тивĕçтерменни тата ытти те  регион Пуҫлăхне пăшăрхантарать. Вăл ҫитменлĕхсем пирки Владимир Геннадьевич та палăртса каланă. Çулсен пысăк пайне капиталлă юсав кирлĕ - çак ĕçе палăртнă вăхăтра пурнăçлайманни çулсен пахалăхне япăх витĕм кӳрет, çавнашкал çулсем çинче вара хăрушсăрлăх та кирлĕ шайра мар. Авари час-часах пулакан вырăнсем пур. Çивĕчлĕхе сирмелли мероприятисене вара тивĕçлĕ организацисем патшалăх автоинспекцийĕ предписани парсан тин пурнăçлаççĕ тенĕ ведомство ертӳҫи. Республикăра йывăç-тĕм асфальт патнех çитнĕ вырăнсем нумай. Çакă та çул çӳрев хăрушсăрлăхне хавшатма пултарасси куҫкĕретех.

Хӑш чухне автомашина ҫулĕсене сарнă лаптăксенче асăрхаттару паллисем ҫителĕклĕ пулманни сисĕнкелет.  Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Республикин территорийĕнче пĕтĕмпе 45 лаптăкра ҫул-йĕр строительствин ĕҫĕсем хĕрӳ пыраҫҫĕ. Ҫав хушăрах инкек пулнă тĕслĕхсем те сиксе тухнă ҫав лаптăксенче. Кăтарту сахалах мар, 18 танлашать.  Пурĕ ҫав инкексенче 35 ҫын суранланнă.   «Планпа килĕшӳллĕн, пур объектсенче те строительство ĕҫĕсем пынă тапхăрта ҫивĕч асăрхануллăх тени хуҫаланмалла. Ҫул-йĕр саракансен йĕркесене пăхăнмалла, ҫынсен те тимлĕхе ҫухатма юрамасть», - тесе чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ. Халăх тĕрĕслевĕ малти вырăнта тăмалла. Объектсене вăхăтра тата пахалăх тĕлĕшĕнчен ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ҫитермелле.

«Автомашина ҫулĕсем ҫинче хăрушсăрлăх пултăр тесен, паянхи вăхăт ыйтакан ыйтусене туллин пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшса ĕҫлемеле.  Пĕрле килĕшсе ĕҫлемелле, объектсенче ĕҫсене тĕрĕс йĕркелесе пымалла», - тесе тепĕр хут палăртнă вăл.

Ҫул-йĕр сарассипе ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕпе усă курмалла. Тĕрлĕ хатĕрсене пахалăх тĕлĕшĕнчен хакламалла. Пурнăҫ таппи ыйтакан материалсемпе ытларах усă курассишĕн тăрăшмалла. Ҫулсем ҫинче ӳкерекен ятарлă паллăсене паянхи вăхăт ыйтакан технологисене пăхăнса ҫирĕп йĕркепе, ҫул-йĕр правилисене пăхăнса пурнăҫа кĕртсе пымалла. Пулкалать, час-часах уйрăм лаптăксенче ятарлă паллăсем вăхăтсăр ҫухалаҫҫĕ, е тепре чухне вĕсен сăрри  вăхăтсăр пăрахăҫа тухкалать. Апла пулсан, ҫитес вăхăт валли тĕрĕслев пуласси те паллă, ҫул-йĕр паллисене тĕпрен пăхса тишкерĕҫ, пĕтĕмлетӳсем тăвĕҫ.  Çулсене çутатса тăмалла тăвас енĕпе тивĕçлĕ программа  темиҫе ҫуллăх хатĕрлемелле. Разметка ыйтăвне вăраха ямасăр татса памалла. Сăмах ятарлă ҫул-йĕр паллисене ӳкернĕ чухне термопластикпа усă курсан аван тенĕ регион Ертӳçи. Ун шучĕпе, çулсемпе çыхăннă ĕçсене пурнăçласси пĕр тытăмра пулмалла, çакă пĕтĕм ыйтăва комплекслă майпа татса пама пулăшĕ. Çавна май Олег Алексеевич автоçулсен управленине ларура палăртнă çитменлĕхсене тĕплĕ тишкерме, вĕсене пĕтерес енĕпе сĕнӳсем хатĕрлеме хушнă.

Фоторепортаж



06 октября 2020
14:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter