«Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) VIII Наци чемпионачĕн финалĕнче мала тухнă апат шкул менюне кӗрет

Блюдо от победителя чемпионата WorldSkills Russia-2020 войдет в школьное менюЮпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерцийĕн техникумĕнче «Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн,  «Пуласлăх билечĕ»  проекта тĕпе хурса шкул ачисене валли мастер-классем иртнĕ. Шупашкарти пĕр шкула Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫитсе килнĕ. Кунта Пуҫлăх пурлăхпа техника базине хакланă, ачасене епле пĕлӳпе тивĕҫтернине курса ĕненнĕ.

Шкулта пылак ҫимĕҫсене хатĕрлессипе ĕҫлекен ятарлă класса кĕнĕ, унта вăл WorldSkills Russia эксперчĕпе Елена Леленковăпа курнăҫнă. Ҫак кунсенче наци ушкăнне хатĕрлеме пуҫлĕҫ.  Шупашкара Мускавран чи паллă ăстаҫăсем килсе ҫитĕҫ.  Вĕсем ыттисемпе пылак апат-ҫимĕҫ хатĕрлессипе ятарлă уроксем ирттерĕҫ.  Ку хутĕнче пирĕн тăрăха Хусантан, Мускав облаҫĕнчен, Санкт-Петербургран специалистсем килме кăмăл тунă. Палăртмалла, ҫакăн йышши мероприяти ҫитес ҫул Шанхайра иртет. Пирĕн тăрăхри техникумра условисем питĕ лайăх пулнине, паянхи вăхăта тивĕҫтернине каланă Елена Леленкова. Ҫĕршывра чи лайăххисенчен пĕри тесе хакланă вăл.

Олег Николаевпа пĕрле тĕрлĕ ҫимĕҫ хатĕрлеме «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) VIII Наци чемпионачĕн финалĕнче Шупашкарти 64-мĕш шкулта вĕренекен «Повар ĕçĕ» компентенцире ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Дарья Жевалюкова пулнă.  Вĕсем пулăран чаплă апат пĕҫернĕ. Тăпăрчăран та пылак ҫимĕҫ хатĕрленĕ. Апат питĕ лайăх пулать тенĕ специалистсем. Ҫак тутлă рецептпа шкулта усă курсан та вырăнлă тесе палăртнă хăйсен шухăшĕсене специалистсем.  Олег Николаев шухăша ырланă ҫапла тума Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине хушу панă.

Юниорсем хушшинче «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) VIII Наци чемпионачĕн финалĕнче Шупашкарти 64-мĕш шкулта вĕренекен «Повар ĕçĕ» компентенцире ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Дарья Жевалюковăна Олег Николаев саламланă, ăна пылак та тутлă апатсем хатĕрлеме вĕрентекене тав ҫырăвне парса чысланă. Техникум директорне Ольга Хлебниковăна та мухтанă,  ăшă сăмахсемпе саламланă.

Фоторепортаж



06 октября 2020
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter