Халăха йышăнаççĕ

Чăваш Енри ĕç тăвакан органĕсен ертÿçисем халăха йышăнма пуçланă. Тÿре-шара патне лекес тесен çырăнмалла.

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче республикăн сывлăх сыхлав ĕç министрĕ Владимир Степанов, 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов, 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Конкурентлă политика тата тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова йышăнĕ.

Тÿре-шара патне лекес тесен 39-36-43, 64-20-09, 62-34-53 телефон номерĕсемпе шăнкăравламалла. Йышăнăва Шупашкарти Республика лапамĕнчи 2-мĕш çуртри 105-мĕш пÿлĕме каймалла. Палăртнă кунсенче çынсене 16 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнĕç.

www.hypar.ru



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
06 октября 2020
07:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter