Чӑваш Енре пысăк хăвăртлăхпа илсе ҫӳретме май паракан автомобиль ҫулӗ пулĕ

Через Чувашию пройдет скоростная автомобильная дорогаЮпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Российские автомобильные дороги»  Патшалăх компанийĕн техника политикин правленийĕн председателĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Алексей Борисовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Чăваш Ен территорийĕ урлă иртекен  «Строительство автомобильной дороги М-12 Москва – Нижний Новгород - Казань» проекта пурнăҫа кĕртесси пирки ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă.  Палăртнă ҫул «Европа — Западный Китай» маршрутăн пĕр пайĕ шутланать. Асăннă объект Чăваш Енре 98 ҫухрăм тăсăлать.  Плана кĕртнĕ тăрăх, пысăк хăвăртлăхпа илсе ҫӳретекен ҫула  2024 ҫулта ҫуркунне валли пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.    Автомашина ҫулĕ Ҫĕмĕрле, Вăрнар, Йĕпреҫ, Каҫал ен, Канаш, Тăвай районĕсем тăрăх иртет.

«Автодор» Патшалăх компанийĕ проекта пурнăҫа кĕртессипе ĕҫе кӳлĕннине хыпарланă хăйĕн сăмахĕнче Алексей Борисов. Конкурс йĕркине туса ирттернĕ. Объектăн тĕп подрядчикĕ ДСК «АВТОБАН» АО шутланать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Дирекци йĕркеленĕ, проектпа кам ĕҫлессине палăртнă.  Асăннă лаптăксен планне тăвассипе хĕрӳ ĕҫ пырать.  Вĕҫне хĕрне тухса пыратпăр. Ку ĕҫе кăҫал чӳк уйăхĕн вĕҫнелле пĕтерме плана кĕртнĕ», - тесе хушса каланă сумлă хăна.  

«Союздорпроект» АО объектсене валли межевани ĕҫне хатĕрленĕ, палăртнă лаптăксенче епле строительство ĕҫне тытăнмаллине те палăртса хунă.  Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе мĕнпур ĕҫсене пĕрле килĕшсе пурнăҫласа пыратпăр тесе каласа хăварнă вăл.  Регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем те витĕм кӳреҫҫĕ, пĕр сăмахпа каласан пĕр-пĕрин хушшинче ҫирĕп ăнлану пур тесе асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.    Пур ҫавăн пек лаптăксем, вăрман урлă та иртеҫҫĕ. Апла пулсан, ку ыйтусене те ятарлă служба ĕҫченĕсемпе пĕрре мар сӳтсе явнă.

Аса илтеретпĕр, «Москва – Казань» («Мускав - Хусан») проекта пурнăҫа кĕртесси пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн ҫумĕпе Марат Хуснуллинпа та сӳтсе явнă.

Фоторепортаж



07 октября 2020
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter